Çу уйăхĕнчи кинофестивале кĕркунне ирттерĕç
Шупашкарта çулсерен çу уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале кăçал икĕ хутчен те каярах вăхăта куçарма тивнĕ. Халĕ республикăн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви çĕнĕ дата пирки пĕлтернĕ.
Аса илтерер: кинофестивале çу уйăхĕн 21-27-мĕшĕсенче пуçтарăнмаллаччĕ. Коронавирус пандемине пула каярах çурла уйăхĕн 19-25-мĕшĕсене хăварчĕç. Анчах лару-тăру йĕркеленсе çитейменнине кура кинофестивале кĕркуннене, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче уçса чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче хупасшăн.