Комментари хушас

17 Нарăс, 2020

Инкеклĕ тăвайкки

Асăрхарăр-и, асăрхамарăр-и, анчах та сисмесĕрех кун вăрăмланма тытăнчĕ авă. Хĕлле вăл çерçи сăмси вăрăмăш кăначчĕ. Тĕттĕмре тухса каяттăмăр килтен, тĕттĕмрех таврăнаттăмăр. Халĕ акă сехет йĕпписем ĕç вăхăчĕ вĕçленнине кăтартма пуçланă тĕле те тавралăха каç чатăрĕ пачах хупласа лартмасть. Ку та тарама-ха, чи кирли, кĕçех хĕл йĕме пуçлĕ те çут çанталăк чĕрĕлме тапранĕ. Тĕрĕссипе, хĕл куçĕ кăçал типме те пĕлмерĕ тейĕн. Çурт тăрринчен тумла юхать, урамра кÿлленчĕк атă-пушмака «кăшлать». Хĕл сиввипе, тарăн кĕртпе киленме хăнăхнисен кăмăлĕ тулмарĕ, ахăртнех, кăçал. Çапах та йĕлтĕр сыракан та, çунашка туртакан та юр шыраса тупрех хăйне валли. Чăнкă е сĕвек тăвайккисенче ярăнмалли хатĕрсем йĕр самай хăварчĕç. Вăт шăпах çакăн çинчен калаçас килет те паян — ярăнмалли хатĕр çинчен.
Пурнăç улшăнса пынă майăн вĕсем те пĕр вырăнта тăмаççĕ. Эпир ача чухне тăвайккине сĕтĕрнĕ япаласене халĕ кураймăн. Йывăç мар, хамăр атте-анне пулса тăрсан пепкемĕрсем ярăннă çунашкасем те тухрĕç модăран. Йĕлтĕрпе коньки кăна парăнасшăн мар. Çунашка вырăнне вара тюбинг, тепĕр майлă «ватрушка», йышăнчĕ. Ватти-вĕтти унпа кăмăлласах ярă-нать. Шел те, хăрушсăрлăх ыйтăвне тивĕçтермест çак хатĕр. Çитменлĕх чылай унăн. Чи пысăкки — ăна пăркалама, кирлĕ çулпа чуптарма май çукки. Шăпах çакăншăн тиркеççĕ те ăна экспертсем. Мĕн чухлĕ çын шар курать çак япалапа ярăнса, анчах та кашнинчех инкек айккинчен иртсе каяссăн туйăнать пулмалла.
…ШĔМ пĕлтернĕ тăрăх, уйăх пуçламăшĕнче Чулхула облаçĕнче çак япалапа çыхăннă синкер сиксе тухнă. 2006 çулта çуралнă арçын ача, тăвайккинчен ярăнаканскер, «ватрушкăна» итлетте-реймесĕр çулăн машинăсем çÿрекен пайĕ çине сирпĕнсе тухса инçех мар иртсе пыракан автомобиль кустăрмисем айне çакланнă. Йăлт кĕтмен çĕртен тата питĕ хăвăрт пулса иртнипе водитель ним тума та ĕлкĕреймен. Руль умĕнчи стажĕ те пысăк, ÿсĕр те мар. Хытах сусăрланнă ачана çăлса хăварайман. Полици тĕрĕслев пуçарнă. Анчах та ача пурнăçне каялла тавăраймăн.
Каларăм ĕнтĕ, пĕчĕккисем кăна мар, аслă çултисем те çак япалапа ярăнма кăмăллаççĕ. Ятарласа хатĕрленĕ вырăнта пулсан юрĕччĕ-ха, çук вĕт, хăйсем валли инкек шыраса темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Машинăран çакланса ярăннине пула мĕн чухлĕ пурнăç татăлни те шухăшлаттармасть кăшт ĕçкелесе пуç минренĕ хыççăн. Иркутск облаçĕнчи инкек сăлтавне эрех-сăрапа кăна мар, çăмăлттайлăхпа та çыхăнтармалла-тăр. Хĕрĕнкĕ арçын руль умне ларнă, хĕрарăм кăмăлне тупма вара машинăран тюб кăкарнă. Çулăн чăнкă авăрĕнче «ватрушка» сулăннă, транспортăн хирĕç килекен пайĕ çине тухса кайнă. Унта вара хирĕç машина килнĕ… Хĕрарăм чĕрĕ юлайман.
Шел те, хĕл пуçлансанах çакăн пек тĕслĕхсем çине-çинех курма пулать информаци тĕрлĕ агентствин сайчĕсенче. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Омск тăрăхĕнче те 45 çулти хĕрарăм тюб çине ларса тăвайккинчен анаталла ыткăннă. Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, çынна пăхăнман «ватрушка» бетон юпа çине пырса тăрăннă. Хĕрарăм пуçне хытах сиенленĕ. Унăн чĕри тепĕр кун больницăра тапма чарăннă. Приморье тăрăхĕнче çемье пуçĕ çывăх çыннисене канмалли куна савăк йĕркелесе парас шухăшпа çут çанталăка илсе тухнă. 4-ри хĕр пĕрчи тăвайккинчен ярăннă май йывăç çине пырса кĕнĕ, пуçне амантнă. Тухтăрсем çăлса хăварайман. Уфара пенсионер 9 çулти мăнукĕпе пĕрле ярăннă. Вĕсен çулĕ çинче те йывăç пулнă. Хĕрача аманса пĕтнĕ, пенсионер чĕри тапма чарăннă. Чулхулара 26-ри хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă — ярăннă май тарăн çырмара тюбран тухса ÿкнĕ, хытах сусăрланнă. Тольяттире те 30-ти хĕрарăм йывăç çине пырса çапăннă. Çур сехет иртнĕ кăна, çав йывăç çинех ача пырса кĕнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Маргарита ИЛЬИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.