Чăваш чĕлхи 201-мĕш пулмĕ-и?

10 Пуш, 2020

Çуркунне çитрĕ. Тавралăх майĕпенех юртан тасалса пырать. Тĕнче кĕç-вĕç хĕл ыйхинчен вăранĕ. Йывăç-курăк йăл илсе илемĕпе чуна килентерĕ, кайăк-кĕшĕк сасси чунра савăнăç вăратĕ.
Хăйне май килет кăçал çуркунне. Кăмăллă хыпарпа. Çак хыпарсем патшалăх шайĕнче çурални пушшех те кăмăла çĕклет. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ Вячеслав Рафинов ертсе пынипе канашлăва пухăннă. Унта сывлăх, вĕрентÿ, социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсемпе пĕрлех чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, вĕренесси, аталантарасси пирки те сăмах пуçарнă. Ятарлă программа йышăнас тĕллевпе регион ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев патне ыйтупа тухма палăртнă.
Пĕр шухăшласан, кун пек проект-программа капла та нумай пек туйăнать. Шел, вĕсенчен усси кăна сахал. Чăваш чĕлхи пасар-троллейбус шайĕнчен çÿлерех ниепле те хăпараймасть. Шкулта урок тăршшĕпе вĕрентекен тем пек чунне парса тăрăшсан та ачасене кулленхи пурнăçра чăваш чĕлхипе хутшăнма хăнăхтараймĕ. Чĕлхе статусне улăштараймĕ. Ун вăйĕнчен, хăватĕнчен килмест ку. Шăпах çак шухăша палăртнă та канашлăва пухăннисем.
Вĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, паян республикăра ку тĕлĕшпе ятарлă программа пачах та çук. Çапла, ку тĕллевпе уйрăм мероприятисем иртеççĕ, хăш-пĕр саманта «Вĕрентÿ аталанăвĕ», «Культурăпа туризм аталанăвĕ» патшалăх программисенче палăртса хăварнă. Анчах та çакă ытла та çителĕксĕр пулни куç кĕрет. Тăван чĕлхене, анне кăкăрĕпе куçнăскерне, хисепе хума вĕрентеймĕ вăл. Канашлăва пухăннисем — влаç, общество организацийĕсен, вĕрентÿ тытăмĕн представителĕсем — çавăн пекех асăннă программăсемпе килĕшÿллĕн иртекен мероприятисене укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр тивĕçтернине палăртнă.
Çак çитменлĕхсене ыйтăва патшалăх шайĕнче çĕклемесĕр пĕтермешкĕн май пулмĕ. Çавăнпах ыйтупа регион ертÿçи патне тухма йышăннă та.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, ЮНЕСКО чăваш чĕлхине çухалма, пĕтме пултараканнисен ретне кĕртнĕ. Çак йышра ытти халăх чĕлхи те пулни — пурĕ 136, вĕсенчен 20-ĕшне вилĕ тесе йышăннă — лару-тăрупа çырлахса лармаллине пĕлтермест. Çак ыйтăва тĕпчесе ЮНЕСКО ятарлă атлас хатĕрленĕ. Унта палăртнă тăрăх, тĕнчери 6 пин чĕлхерен 2,5 пинĕшĕ яланлăхах çухалса пырать. 199 чĕлхепе вуншар çын кăна калаçать! 200-шне вара вилнĕ тесе йышăннă.
Йывăр, хурлăхлă çак списокра чăваш чĕлхи 201-мĕш пулма пултарать-и? ЮНЕСКО эксперчĕсем палăртнă тăрăх — пултарать! ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Григорий Данилов ахальтен мар чĕлхемĕре Амур тигрĕпе танлаштарать. «Çак чĕр чун тĕсĕ манăçа тухасран тĕнчипех тенĕ пек тăрăшаççĕ. Пире вара хамăр чĕлхене вилĕмрен çăлса хăварма кам чăрмантарать-ха?» — палăртать Григорий Владиславович.
Инкеке сирме майсем пур-и? Пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çак тĕллевпе çине тăрса ĕçлеме пуçлани куç кĕрет. Раççейри хĕрарăмсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркеленĕ «çавра сĕтелре» тăван чĕлхе ыйтăвне Олег Алексеевич хăй пуçласа çĕклени çапла çирĕппĕнех шухăшлама хистет.
Хальлĕхе вара, шел те, тÿре-шара та, общество организацийĕсен ертÿçисем те хăйсен хушшинчи хутшăнура та, мероприятисенче те чăвашла калаçассинчен тытăнса тăраççĕ. Те именеççĕ, те хăраççĕ, те çÿлтен пăхаççĕ?.. Çак кунсенче хĕрарăмсен çÿлерех асăннă союзĕн Шупашкарти уйрăмĕн уяв мероприятийĕнче пулма тÿр килчĕ. Хĕрарăмсене, чи малтан, паллах, аннене, çавăн пекех кукамай-асаннене, аппа-йăмăка халалланă ăна. Ытти чухне пуçлăхсемпе уяв ертÿçисем ячĕшĕн икĕ-виçĕ сăмах та пулин калаканччĕ ку пек чухне, хăть мероприяти пуçламăшĕнче тăван чĕлхепе саламлаканччĕ. Хальхинче апла пулмарĕ. Хĕрарăма халалланă темĕн тĕрлĕ хитре, ачаш, илĕртÿллĕ сăмах янăрарĕ уявра. Чи çывăх, чи ырă, чи ăшă, чи çепĕç сăмах — АННЕ — кăна чăвашла пачах илтĕнмерĕ. «Шупашкарта чăваш хĕрарăмĕсем юлман, тен», — шухăш та яваланчĕ пуçра. Анчах та уяв хыççăн чиперуксем камăн ăçта кайса мĕнле ыйту татса памаллине палăртса чип-чиперех чăвашла шăкăлтаттарса утрĕç.
Çак ыйту çивĕчлĕхне, тен, тÿре-шара хăйĕн тĕслĕхĕпе сирме пултарĕ? Вĕсене кура ыттисем те туртăнас шанăç пур… Малалла вулас...

www.hypar.ru

Маргарита ИЛЬИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.