Комментари хушас

13 Чÿк, 2017

«Шупашкар чи юратнă хулана çаврăнчĕ»

Унăн ачалăхĕ Амур шывĕ хĕрринчи Хабаровскра иртнĕ, çунатлă çамрăклăхĕ — Мускавра тата унăн хутлăхĕнче. Чăваш Ене вара шăпа çур ĕмĕр каялла çавăрса çитернĕ. Мускава шурă Шупашкарпа «улăштарнăшăн» 80 çула çитнĕ Альвина Миронова пĕртте ÿкĕнмест халĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хисеплĕ профессорĕшĕн чи сиплĕ сывлăш — кунта пек, тĕнчери чи ырă та вашават çынсем чăвашсем пек туйăнать.

Тин кăна сумлă юбилейне паллă тунă Альвина Николаевнăна хăйне те аслă шкулти ĕçтешĕсем чи малтан шăпах ырă кăмăлĕшĕн, йывăрлăхра кирек кама та пулăшма хатĕрришĕн юратаççĕ- хисеплеççĕ. Вăл профессире пысăк ăста пулнине çирĕплетме вара пĕр факт та çителĕклĕ: Раççейре электротехника ăслăлăхĕпе доктор диссертацине хÿтĕленĕ хĕрарăм ăсчахсенчен пĕрремĕшĕ — Альвина Миронова.

— Альвина Николаевна, сирĕн хыçра — самай вăрăм сукмак: сакăр теçетке çул. Апла, нумай шыв шавласа юхса иртнĕ...

— Аса илĕвĕме ачалăхранах пуçлам. Атте пысăк завод ертÿçин заместителĕ пулнă. Эпĕ тăватă уйăхра чухне ăна арестленĕ, икĕ уйăхран персе вĕлернĕ. Çапла вуннăри пиччепе икĕсĕмĕр аннепе, Клавдия Высоцкаяпа, кăна тăрса юлнă. Çывăх çыннăмăр вĕрентекенре ĕçлетчĕ, 40 çул ытла такăр-латрĕ вăл педагог сукмакне. Аттесĕр пулсан та ачалăхăм телейлĕ иртнĕ тесе шухăшлатăп. <...> Аттестатпа пĕрле медале тивĕçрĕм. <...> Мукаври энергетика институтне кайма авăрлантăм. Анне укçа кивçен тупса инçе çула ăсатрĕ. Вырăна çитрĕм те — медалистсенчен хутсене йышăнма чарăннă, конкурс меслечĕпе вĕренме кĕрекенсемшĕн йышăну тапхăрĕ вĕçлениччен пĕр кун юлнă. Документсемпе пытăм — министерствăран ятарлă хут илмесĕр манран, вун улттă тин тултарнăскертен, йышăнма ирĕк çук терĕ комисси. Çĕршывăн вĕрентÿ тĕп ведомствине вĕçтертĕм. Çапла шăла çыртса МЭИ студенчĕ пулса тăтăм-тăтăмах.

Пулас упăшкапа Юрий Мироновпа (вăл Мускаврах çуралса ÿснĕ) пĕр ушкăнра вĕрентĕмĕр. <...> Диплом илсен вăл аспирантурăра пĕлÿ илчĕ. Хÿтĕленсен ăна МЭИ Атăлçи филиалĕнче кафедра ертсе пымашкăн сĕнчĕç. Вăл вăхăт тĕлне эпир пĕрлешсе ачаллă та пулнăччĕ. Электростальти паха металлурги заводĕнче ĕçе ăнăçлă пуçăннăччĕ. Çиппин йĕппи хыççăнах пымалла ĕнтĕ — чун туртмарĕ пулин те килĕшрĕм Шупашкара килме.

— Эсир — черченкĕ кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ хÿхĕм хĕрарăм. Балет илĕртнĕ терĕр...

— <...> Пытармастăп, театр, кино, тепĕр тесен, культура пĕтĕмĕшле хутлăхĕ, яланах килĕшнĕ, халĕ те чуна çывăх. Студент çулĕсенче Мускаври Пысăк театрăн репертуарне пĕтĕмĕшле курма май тупнă. Билет туянассипе пире шефа илнĕ аслă курс студенчĕсем çаврăнăçуллăччĕ: кассăна черете çĕрле кайса тăраттăмăр, пĕр-пĕрне улăштараттăмăр. Мускавăн культурăллă пурнăçне çапла хăнăхса пытăмăр.

Техника мĕншĕн хăйĕн патне туртнă-ха? Эпир çамрăк чухнехи самана хăйне евĕрлĕхне куç умне кăларсамăр: вăрçă хыççăнхи çĕршыв сулмаклă утăмсемпе аталанать-çĕкленет. Мĕнлерех капашлă стройкăсем унта та кунта кĕрлеççĕ, гидроэлектростанцисем хута каяççĕ... Пур тытăмра та энерги кирлĕ. <...> Акă мĕн хĕтĕртнĕ энергетика аслă шкулне суйлама.

— Хастарлăхăр тапса тăни пирки иккĕленÿ пачах çук — куçри хĕлхем халĕ те тамалман- ха. Староста студентсен ушкăнĕнче пуриншĕн те тĕслĕх пулнă ахăртнех.

— Алтай тăрăхне çерем уçма кайни асра. Унта кайма чи тивĕçлисене суйлатчĕç. 1957 çул... <...> Тавар пуйăсĕпе пыратпăр, пурин те кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. <...> Мускава таврăннă кун вара Çĕр-планетăн пĕрремĕш искусствăллă спутникне вĕçтерсе кăларнăччĕ. Космос ĕмĕрĕ пуçланнине ăнланса илтĕмĕр. <...>

— Чăваш Ен мĕнле кĕтсе илчĕ?

— Ун чухне Шупашкарта Трактор тăвакансен заводне çĕклеме хатĕрленетчĕç. Промышленноç пулас гигантне паха оборудованипе, ăста кадрсемпе тивĕçтермеллине шута илсе университетра çĕнĕ электротерми кафедри уçма йышăнчĕç. Ăна валли квалификациллĕ преподавательсем кирлине шута илсе Мускава аспирантурăна вĕренме кайма килĕшрĕм. Ывăлăм Дима пиллĕкре кăначчĕ, мăшăра ăна пăхма пулăшмашкăн Хабаровскран аннене чĕнсе илме тиврĕ. <...>

Атăл кÿлмекĕнчен инçе мар пурăнатпăр та — тавралăх илемĕпе куллен киленетпĕр. Пĕрле вĕреннĕ туссемпе халĕ те çыхăну татăлман пирĕн, вĕсем хăнана килмессерен: «Çăтмахра пурăнатăр», — тесе кăмăла çĕклеççĕ. Туссем тенĕрен, вĕсенчен пĕрисем — Подольскисем — Хĕвел анăç Германире пурăнаççĕ. Пуçласа Чăваш Ене 1977 çулта хăнана килнĕччĕ. Тепĕр хут вара пилĕк çул каялла пулса курчĕç. Вĕсем, çул çÿреме юратакансем, тĕрлĕ çĕршыври тĕрлĕ хулара пулнă та — танлаштармалăх пур. Шупашкар ешĕл, таса, хитре пулнипе килĕшни çинчен хăйсем пурăнакан çĕрте чылай пĕлĕшне каласа кăтартнă.

— Эсир çынпа çав тери ăшшăн калаçатăр, кил ăшшин управçи пулнă май çемьере те сасă хăпартса курман-тăр?

— <...> Çемье çирĕп пуласси, пĕр иккĕленÿсĕр, хĕрарăмран килнине ăнланатăп. Çавăнпа ывăннă-и, кăмăл темшĕн пусăрăннă-и — килтисене кăтартма тăрăшмастăп. <...>

— Ачăрсем Мускавра аслă п ĕ л ÿ и л н ĕ , у н т а х ю л н ă . Тунсăхламастăр-и?

— <...> Паллах, вĕсем юнашар пурăннă тăк — хаваслăрахчĕ. Иккĕшĕ те инженер пĕлĕвнех алла илчĕç вĕсем. Ун хыççăн Раççей Правительстви çумĕнчи Халăх хуçалăхĕн академийĕнчен вĕренсе тухрĕç.

<...>

— Самана улшăнса пырать — электрификаци, энергетика хутлăхĕнче те çĕнĕ оборудованисем йышланса пыраççĕ. Студентсене пĕлÿ панă чухне йывăрлăх сиксе тухмасть-и?

— П р е п о д а в а т е л ь ĕ ç н е кÿлĕниччен ултă çул инженерта вăй хуни — çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕлĕхсене çăмăллăнах хăнăхма вара малтанхи никĕс çирĕппи пулăшать. <...>

— Ача, студент чухнехи чун киленĕçĕ çинчен каларăр, халĕ мĕнре йăпану тупатăр?

— Вулама çав тери юрататăп. Классикăна — пуринчен ытла. Дачăра е çут çанталăк пĕр-пĕр илемлĕ кĕтесĕнче чунпа канатăп. Çавна май кăмпана кайма килĕштеретĕп. Отпуск вăхăчĕ çитсен вара мăшăрпа çул çÿреве тухма тăрăшатпăр. Совет тапхăрĕнче Европăри çĕршывсене çитсе курма тÿр килнĕччĕ, çĕнĕ ĕмĕрте вара Итали, Турци, Англи çĕрĕсенче пултăмăр. Тĕнчене хăвăн куçупа курни ырă туйăм çуратать. Мул пухнин пур-и усси? Чунпа пуянланни мĕне тăрать! <...> Тулли верси...

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.