Комментари хушас

20 Чÿк, 2017

Йăх тымарĕ çирĕп-ха

Патшалăх пулăшать

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивальне йĕркелеме пуçланăранпа республикăра ÿкерекен фильмсен пахалăхĕ лайăхланнине тĕп хаклавçăсем — куракансем — асăрхарĕç. «Чăвашкино» студийĕ вăй илсе пыни куç кĕрет.

— Кăçал ÿкермелли павильон йĕркелемешкĕн республика бюджетĕнчен 5 миллион тенкĕ уйăрчĕç. Çитес çул та чăваш фильмĕсем хатĕрлеме, аппаратура туянма укçа-тенкĕпе пулăшасса шанатпăр, — терĕ ЧР кинематографистсен союзĕн ертÿçи Олег Цыпленков. <...>

Чи кирли — тăван халăхăн тĕслĕх илмелли çынсем пур. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче «Асам» кинофестивале уçнă май шăпах чăваш кино ĕçне пуçарса яракансен — Иоаким Максимов-Кошкинскипе унăн мăшăрĕн Тани Юнăн — аса илĕвĕсене тепĕр хут кăтартни вырăнлă пулчĕ. Унсăр пуçне çакăнта йĕркеленĕ ĕлĕкхи фильмсен афишисен куравĕ чылайăшне кăсăклантарчĕ.

Кăçал конкурс программине 18 ĕç кĕртнĕ. Вĕсенчен 9-шĕ — документ, 7-шĕ — илемлĕ, 2-шĕ анимаци фильмĕ. Вĕсене «Çеçпĕл» кинотеатрта, Наци библиотекинче, «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕнче кăтартрĕç.

Марат Никитинăн <...> «50 лет — дивный возраст» документ фильмĕ Оперăпа балет театрĕн историйĕпе паллаштарать. Пултарулăх çыннисен ĕçне критиксем пысăк хак параççĕ. Куç умĕнчех искусство çуралать.

Чăваш хĕвел пекех

Сергей Мышев операторпа Марина Карягина журналистăн «Халăх хĕрĕ. Валентина Смирнова опера юрăçи», «Дамский угодник» ĕçĕсем куççульлентернине жюри членĕсем те палăртрĕç. <...> Сăмах май, «Дамский угодник» ĕç Çурçĕр Кавказри документ фильмĕсен «Кунаки» уçă фестивалĕнче диплома тивĕçнĕччĕ. Унта Владислав Николаев чăваш художникĕн кун-çулĕ урлă чăваш халăхĕн пурнăçне кăтартнă.

Пĕлтĕр жюри членĕсен йышне кĕнĕ Татьяна Ильина кăçал хăй те конкурса хутшăнма кăмăл тунă. «Ыр çын каять — ыр ят юлать» ĕç Аркадий Айдак чапа кăларнă Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăха илсе çитерет. Автор çак çыннăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне уçнă.

«Тăван Енĕм — Патăрьел» документ фильмĕ çак тăрăх çыннисен чунĕнче мăнаçлăх туйăмне вăйлатни пĕрре те иккĕлентермест. <...> Оператор ĕçне пурнăçланă Олег Цыпленков республикăри 90 çул тултарнă ытти район çинчен те фильмсем ÿкернине палăртрĕ. Кĕçех вĕсене те сенкер экранпа кăтартĕç.

Паттăрлăх урокĕ

Кинофестиваль вăхăтĕнче Наци библиотекинче Паттăрлăх урокĕ йĕркелени çинче чарăнса тăрас килет. ЧПУ профессорĕ Владимир Васильев хăйĕн «Шагнувшие в бессмертие» фильмне курмашкăн студентсене йыхравланă. Экран сÿнсен çамрăксем ура çине тăрса алă çупрĕç. <...>

Тĕттĕм сехĕрлентерет

Хăратакан фильмсене фестиваль программине иртнĕ çул та кĕртнĕччĕ. «Киноальманах «Тьма» ĕç, чăнах, сехĕрлентерет. Унăн режиссерĕ тата авторĕ Максим Стоялов ĕлĕк-авал пурăннă вампирсене кăтартма тĕллев тытнă. <...>

Çав авторăн «Зона» фильмĕнче те чун мĕлки куçа курăнать. <...>

Йăхран-йăха

Нина Панина режиссерăн тата сценари авторĕн «Йăх йывăçĕ» илемлĕ фильмне куççульсĕр пăхма çук. <...> Натюш аппан виçĕ ывăлĕпе мăшăрне çапăçу хирне илсе каяççĕ. Каярахпа хĕрĕ те тăшмана тĕп тума хутшăнать. Пиллĕккĕшĕ те тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хураççĕ. Асламăшĕ мăнукĕпе Василипе йăпанать, анчах ăна Афганистан вăрçинче вĕлереççĕ. Унăн ачи Костя йăха тăснăшăн чунран савăнать Натюш аппа. Чечня вăрçи унăн кун-çулне те татать. Фильм вĕçĕнче тинех вĕсен килĕнче ывăл мар, хĕр çут тĕнчене килет. <...>

Кинематографистсен союзĕ чăваш мультфильмĕсене аталантармашкăн, çул памашкăн тĕллев тытнине ырламалла çеç. Улатăрти ача-пăча ÿнер шкулĕн ĕçĕсене куракансем яланах хапăлласа йышăнаççĕ. Кăçалхи «Как собака друга искала» тата «Пых» анимаци фильмĕсем те, ытти чухнехи пекех, килĕшÿллĕ пулса тухнă. <...>

Тĕслĕх илмелли лапам

Олег Цыпленков «Асам ахрăмĕ» проект тавра сăмах пуçарчĕ. 2018 çул пуçламăшĕнче пурнăçа кĕртесшĕн ăна. Çавна май кăрлач-пуш уйăхĕсенче тĕрлĕ районти кино залсенче хальхи фестивале хутшăннă фильмсене кăтартасшăн. <...>

Жюри членĕ Юрий Сергеев режиссер халĕ çĕнĕ жанр — трагикамит — вăй илсе пынине палăртать. Максим Ефремов режиссерăн «Мэтр» ĕçне шăпах çак ушкăна кĕртмелле. <...>

Олег Цыпленков кăçал Стамбулта йĕркеленĕ тĕрĕк халăхĕсен кинофестивалĕнчи фильмĕсемпе чăваш кураканĕсене те паллаштарчĕ. Турцире Гран-прие тивĕçнĕ «Siraç” ĕçре — пĕр çын пурнăçĕ, шăпи. <...>

Кăркăссен «Слово, оставленное предками» документ фильмне те куçаруçăсăрах ăша хывма пулать. <...>

Кăçал Гран-прие Марат Никитинăн "FUGA" фильмĕ тивĕçрĕ. "Асам" пĕрремĕш кинофестивальте унăн "Хорло" ĕçĕ çĕнтернĕччĕ. Тулли верси...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.