Кашкăрсемпе тĕл пуличчен хăй никама та кирлине туйман

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕ ялĕнче пурăнакан Леонид Антонов темиçе çул ĕнтĕ хăйĕн кил хуçалăхĕнче кашкăрсем усрать. Сăнчăрти кашамансем кил хуçине хăнăхнă, аллинченех апат çиеççĕ, ачашлаттараççĕ… «Кашкăра мĕн чухлĕ çитерсен те вăрманаллах пăхать» каларăшри пек мар, вĕçертсен те килтен аяккалла каймаççĕ вĕсем. Ирĕке кăларса та пăхнă — çур сехетренех каялла хуçи патне таврăннă.

Вăрманта тукмак хÿресемпе çĕр каçнă

— Çемьере йышлăн, сакăр ача, пулнă эпир. Мĕн пытармалли, начар пурăннă. Пире, тăваттăшне, Патăрьелти интерната вĕренме янăччĕ. Аслă класрисем усалччĕ, пĕрмай çапăçатчĕç, пире пирус тĕпĕ пуçтарма яратчĕç. Итлемесен хĕнетчĕç, хăйсемпе пĕрле туртмасан та патак çитеретчĕç. Кирек мĕнле пулсан та, ăшă-и, сивĕ-и, кил хăй патне туртать çав, пĕрмай тарса таврăнаттăмăр. Атте каялла леçсе яратчĕ. Пĕррехинче çапла никам сисмен чухне интернатран тухса сукмакпа ял еннелле вĕçтертĕм. Çул çинче Тăрăн ачисем тапăнчĕç, хĕнесшĕнччĕ мана, хир тăрăх мĕн пур вăйран чупрăм, хăваласа тытаймарĕç. Хам пашкана ертĕм, ывăннипе çĕр çумне лăпчăнса выртрăм, кайран уйра çывăрсах кайнă. Вăранса куçа уçнăччĕ — ман умра тем пысăкăш икĕ йытă тăрать. Куçран шăтарасла пăхаççĕ. Хайхискерсем манпа пĕрле Ишеке çити пычĕç. Пĕри — пĕр енчен, тепри тепĕр енчен утрĕç. Эпĕ, ачапча, уйăрма та  пĕлеймен, кашкăрсем пулнă-мĕн. Малалла вулас...

Елена АТАМАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.