Кондрашкин кÿлепеçĕ Шупашкарта Купрат хан палăкне лартма сĕнет
Чĕмпĕрте пурăнакан Николай Кондрашкин кÿлепеçĕ /скульптор/ чăвашсен мăн аслашшĕсем шутланакан пăлхарсен Аслă Пăлхар патшалăхне никĕсленĕ Купрат Эльпуçа /патшалăх ертÿçине/ асăнса Шупашкарта палăк лартма сĕнет. Тĕрĕссипе, пĕчĕк палăк – бюст-палăк – лартма Купрат ханăн сăнĕ хатĕр. Ăна Чăваш Ене илсе те килнĕ ĕнтĕ. Халĕ вырăнти ертÿлĕхсем çав палăка лартма йышăну тăвасса кĕтеççĕ.
Çавна май хăшĕ-пĕрисем ыйтма та пултараççĕ: кам-ха вăл Купрат хан? Чăваш энциклопедийĕ вăл хăçан çуралнине палăртман, анчах та 642-мĕш çулта вилни паллă. Вăл тĕрĕк халăхĕсен йышне кĕрекен пăлхар халăхĕн Дуло йăхĕнчи хан. /Йăх ячĕ, тен, Тулă пулнă./ Чăвашсем те йăхсене чĕр чун е йывăç, çут çанталăк пулăмĕн ятне панине пĕлетпĕр вĕт/.
619-мĕш çулта Купрат хăйĕн куккăшĕ е пиччĕшĕ /тетĕшĕ/ Орханпа /Органпа/ пĕрле Византи империне калаçусем ирттерме пыни паллă. Аманат йĕркипе ăна Византирех хăварнă /аманат – тунă килĕшĕве пурнăçлама шантарса çулпуçсем тепĕр енре хăварнă çын. Патшасем е йăх пуçĕсем аманата ытларах ывăлне е хĕрне панă. Чăвашсем Вырăс патшалăхĕ вăхăтĕнче те 18 ĕмĕр пуçламăшĕчченех кашни ялтан 1-2 çын аманата парса пынă, вĕсене хулара усрама ял шучĕпе тивĕçтерсе тăнă/.
Куккăшĕ е пиччĕшĕ Орхан вилсен, Купрат пăлхар йăхĕсен ертÿçи пулса тăрать. 630-634-мĕш çулсенче Тĕрĕк халăхĕсен Хĕвел анăç каханлăхĕ /каганат/арканать те, Купрат Аслă Пăлхар патшалăхне туса хурать. Вăл Азов тинĕсĕ таврашĕнче вырнаçнă, Хура тинĕс таврашĕн çурçĕрти тăрăхĕ те унтах кĕнĕ. Истори халапĕсенчен Купрат çакăнпа паллă: вилес умĕн ывăлĕсене хулăсем парать, хуçма хушать. Унтан çыхнă шăпăр парать – хуçаймаççĕ. Вара çапла ăс парса хăварать: ан пайланăр, таччăн тăрăр, вара сире тăшмансем çĕнеймĕç.
Анчах та ывăлĕсем сапаланса каяççĕ: пĕри Туна шывĕ тăрăхне куçса каять, тепри Капкасрах юлса хасарсене пăхăнать, виççĕмĕшĕ Атăл тăрăх хăпарса Атăлçи Пăлхар патшалăхне йĕркелесе ярать. Историре йĕрсĕр çухалнă ывăлĕсем те пулнă теççĕ.
Эпир вара, чăвашсем, шăп та шай çав Атăлçи пăлхарĕсен тÿрĕ тăхăмĕсем- çке. Апла тăк, Николай Кондрашкин кÿлепеçĕ сĕнĕвĕ питĕ вырăнлă пек туйăнать. Çавăнпа палăк авторне хăйне ыйту памасăр чăтаймарăм:
— Купрат палăкне лартас шухăш патне епле пырса тухрăр? Мĕне сăнарлĕ вăл? Тĕп шухăшĕ мĕнле пулĕ?
— Паллах, чăвашсем пăлхар тăхăмĕсем пулнине эп шыраса тупман. /Турци тĕрĕкĕсем чĕлхинче tohum ÿтохум – вăрлăх тени. – Э.И./ Анчах та нимĕçсен аслă сăвăçĕ Гете çапла каланă: «Ĕмĕр малаллах каять, анчах та кашни çын йăлт çĕнĕрен пуçлать». Эпĕ те хамри, хамăрти пăлхарлăха çĕнĕрен уçса пыратăп.
Паян кашни çыннăн хăйĕн йăх йывăççине, хăй халăхĕн историне пĕлмелле. Эпĕ хамăр халăхăн чи маттур ывăл-хĕрĕн сăнарне палăксенче калăплассипе ĕçлетĕп.
Аслă Купрат хана палăк лартас шухăш мана тата туссене вунă çул ытла канăç памасть ĕнтĕ. Палăкăн тĕп шухăшĕ – тăванлă халăхсен пĕрлĕхĕ, туслăхĕ, çураçулăхĕ.
— Купрат сăнарне калăпласси мĕнле шайра?
— Купрат ханăн бюст-палăкĕ валли сăнĕ хатĕр. Ăна Шупашкар районĕнчи Станьялта лартас шут пур. Вырăнти истори музейĕпе калаçса татăлнă темелле. Купрата пысăк палăк вара Шупашкарта лартмалла. Ăна Тутарстанри Пăлхар хулинче, Фанагорире /Краснодар крайĕ/ е Туна шывĕ çинчи Пăлхар çĕршывĕнче лартас текенсем те пур.
— Купрат хан сăнарне калăпланă чух ĕçтешсенчен, ытти пултарулăх çыннисенчен камсемпе канашлатăр?
— Н.Кондрăн /Н.Кондрашкинăн пултарулăхри хушма ячĕ. – Э.И./ «Кĕмĕл ут» /«Серебряный конь»/ пултарулăх тĕввин ĕçне А.Пешне, В.Степанов ÿнерçĕсем, В.Пушкин, О.Кондрашкин архитекторсем хутшăнаççĕ. Пултарулăх ĕçĕн ĕлкисене тăтăшах П.Пупин, Ф.Матур, Д.Матур, Клюев кÿлепеçĕсемпе, В.Станьял, Н.Егоров, В.Болгарский, Е.Ерагин, Е.Турхан, А.Семенов ăсчахсемпе сÿтсе яватпăр.
— Эсир халиччен Чăваш Ен е Шупашкар ертÿлĕхĕ умĕнче Купрат хан палăкне лартас ыйтăва çĕкленĕ-и?
— 2-3 çул каялла Чăваш Республикин культура министерствин тата Чăваш наци конгресĕн ертÿлĕхне çырусем янăччĕ. Хурав памарĕç. Ку ыйтăва эпир Чăваш халăхĕн ăслăлăхпа ÿнер академийĕн, Чĕмпĕрти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿлĕхĕсенче пĕрре мар хускатнă. Чăваш патшалăхĕн ертÿçисен кÿршĕ тутарсенчен тĕслĕх илмелли пурах – М.Шаймиев Пăлхар хулине тĕнче шайне çити çĕклерĕ. Малалла вулас...