Париж та, Шупашкар та тăван уншăн

23 Чÿк, 2017

Наталия Готро Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренет. Унăн ашшĕ — француз, амăшĕ вара — чăваш. Çавăнпа хĕр ачара тÿрех икĕ халăх культури палăрать. Шкула çÿреме тытăниччен Натали Парижра пурăннă. Шупашкара куçса килсен те каникул вăхăтĕнче Францире пулкаланă. Çавăнпа ку çĕршыв пирки вăл нумай каласа кăтартма пултарать.

Аслашшĕ-асламăшне ятран чĕнмелле

Франци çыннисем хăйсен чĕлхине питĕ хисеплеççĕ. Вĕсен калаçăвĕ те кĕвĕллĕ, илемлĕ. Çын ячĕсем те хăйне евĕрлĕ. Наталин асламăшĕ, сăмахран, Мими ятлă. Ашшĕн аппăшĕ вара — Франсуаза. Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш — Францире ачасем аслашшĕ-асламăшне ятран чĕнеççĕ. Çынна ашшĕ ячĕпе чĕнес йăла та çук унта. Апла пулин те французсем — питĕ вашават çынсем. Палланă çынна тĕл пулсан алă тытаççĕ, ыталаççĕ е пит çăмартинчен чуптăваççĕ. Палламан çынна сăмах хушнă чухне вара «мадам», «мадемуазель» е «месье» сăмахсемпе усă кураççĕ. Вĕсем час-часах каçару ыйтаççĕ, айăплă пулмасан та. Унта урамра хирĕçекенсене тĕл пулаймăн. Натали сăнанă тăрăх, французсем çынна нихăçан та эсĕ тесе каламаççĕ, çывăх çынсене те эсир тесе чĕнеççĕ. Францире ачасене питĕ юратаççĕ. Çавăнпа вĕсем ыйтнине ытларах чухне тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.