Комментари хушас

24 Чÿк, 2017

Электронлă меслете суйлакансен шучĕ ÿсет

Шупашкар хулин администрацийĕ кÿрекен муниципалитет пулăшăвĕсенчен 22-шне электронлă мелпе илме май пур. Вĕсенчен чи анлă сарăлни — пепкене ача садне черете тăратасси.

Лайăхрах та, хăвăртрах та

Хула администрацийĕн муниципалитет пулăшăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Наталья Романова пĕлтернĕ тăрăх — кăçал Шупашкарти 7400 çын ывăл-хĕрне ача садне черете тăратнă, вĕсем пурте — 100% — электронлă меслетпе усă курнă. Ашшĕ-амăшĕ асăннă черет еплерех куçнине компьютер урлах тĕрĕслесе тăма пултарать.

Наталья Александровна электронлă меле суйлакансен шучĕ çултан-çул ÿссе пынине палăртрĕ. Акă пурăнмалли кĕтесе /çурта/ пурăнмалла маррине /е пачах хирĕçле/ куçарас тесе çырнă заявленисенчен 77% электронлă майпа килнĕ, документсен çирĕплетнĕ копийĕсене илес тĕллевлисен /ун пек чухне документăн сканĕ тÿрех Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи çыннăн харпăр уйрăм кабинетне килет/ — 65%, пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн черете тĕрлĕ программăпа тăрас текенсен — 40%, объектсен почта адресне илес шухăшлисен — 32%, ачалăха сыхлассипе тата опекăпа çыхăннă ыйтусемпе — 30%, хваттерĕн планне улăштарма тĕв тунисен — 15%. Хула администрацийĕ халăха муниципалитет çеç мар, патшалăх пулăшăвĕсене те кÿрет. Юлашкинчен асăннисенчен çынсем ытларах ЗАГС пулăшăвĕсемпе усă кураççĕ, вĕсенчен 81% электронлă меслете кăмăлланă.

«Юлашки вăхăтра реклама конструкцине вырнаçтармашкăн тата унпа усă курмашкăн ирĕк илес текенсем электронлă мелпе ытларах усă кураççĕ. Акă юпа уйăхĕнче çакнашкал ирĕке илес текенсен 75% ку утăма интернет урлă тунă, кăçал çулталăк пуçланнăранпа — 31%. Хальхи вăхăтра эпир виçĕ пулăшăва — çĕр лаптăкĕн хула строительствин планне парассипе, унта строительство ĕçĕсем ирттерме тата хăпартнă объектсене ĕçе кĕртме ирĕк парассине — технологи тĕлĕшĕнчен çăмăллатас енĕпе ĕçлетпĕр, пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсене вĕсемпе усă курмашкăн ансатрах пултăр тетпĕр», — каласа кăтартрĕ Наталья Романова.

Пай пуçлăхĕ электронлă пулăшусен лайăх енĕсене асăнчĕ: «Çынсен черетре тăма тивмест, вĕсен влаç представителĕсен йышăну сехечĕсене те кĕтмелле мар. Граждансем килĕнчен тухмасăрах, талăкăн кирек хăш сехетĕнче те компьютер умне ларса заявлени пама пултараççĕ. Унтан вара палăртнă вăхăтра кирлĕ учреждение е ведомствăна документсен оригиналĕпе килеççĕ, вĕсене черетсĕрех йышăнаççĕ. Маларах Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнисен «Учетная записе» çирĕплетес тесе «Ростелекома» каймаллаччĕ е почтăпа çыру килессе кĕтмеллеччĕ. Халĕ вара «Учетная записе» пирĕн подразделенисенчех çирĕплетме, унта тÿрех электронлă заявка пама май пур. Пĕтĕмлетсе каласан — патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илесси çăмăллансах пырать».

Пахалăхпа кăмăллă-и?

Шупашкар хулин администрацийĕ халăх хăйсене кÿрекен пулăшу ĕçĕсемпе кăмăллă пулни-пулманнине пĕлес тĕллевпе 2013 çултанпа ыйтăм ирттерет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.