Килнĕ те çухалнă. Халь ăшталанаççĕ

24 Чÿк, 2017

Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче пурăнакансем строительсем урамри çулсене 1,184 км хĕл лариччен туса пĕтереймесрен пăшăрханаççĕ.

Кулянмасăр! Ĕçе çуркуннене хăварсан татах пылчăк çăрма тивет. Ăна юр хĕвиччен вĕçлеме ыйтаççĕ.

— Подряд организацийĕ, «ДРСУ № 5» общество, çулсене шурă чулпа çирĕплетме икĕ енлĕ килĕшÿ çирĕплетсенех килчĕ, — пĕлтерчĕ Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Иван Иванов. — Механизаторсем темиçе кун ĕçлерĕç те çухалчĕç. Вĕсене икĕ уйăха яхăн курмарăмăр. Ял-йыш пăлханать, мĕншĕн тесен урамсене çĕмĕрсе тăкрĕç — техникăпа çÿрейместпĕр. Çулсене кăçал туса пĕтермесен юр та хыртараймăпăр.

Контрактпа килĕшÿллĕн объекта кăçалхи раштавăн 7-мĕшĕ тĕлне хута ямалла. Подрядçă Ленин урамĕпе Кудрявцев тăкăрлăкне çак уйăх вĕçлениччен, Шкул урамĕнче килес çул хывса пĕтерме шантарать. Анчах сăмаха çилпе вĕçтермĕ-ши?

Общество техникине Тикаша Куславкка районĕнчи Тĕмшер ялĕнчен илсе килессе кĕтеççĕ. Подрядçă унта та çул тăвать.

— Вăл икĕ эрне хушшинче яла 500 тонна хăйăр турттарчĕ, — пĕлтерчĕ Тĕмшер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Трофимов. — Ĕçе икĕ-виçĕ эрнерен пĕтеретпĕр тет.

— Республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствипе «Чувашупрдор» хысна управленийĕ асăннă ялсенчи çула контрактра пăхнă вăхăт тĕлне туса пĕтерессишĕн общество еплерех ĕçленине çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ, — пĕлтерчĕ телефонпа асăннă министерствăн пресс-секретарĕ Светлана Шимина. — Саккасçăпа çирĕплетнĕ килĕшĕве алă пусиччен «ДРСУ ; 5» техникăпа çул çинче ĕçлекенсене, укçа çаврăнăшне шута илсе объекта хăçан пурнăçлассине тĕрĕс палăртман. Обществăран тăкака шыраса илес тĕлĕшпе ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Унăн пенипе штраф тÿлеме тивет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.