Халăхăмăрăн кĕмĕл тупри

24 Чÿк, 2017

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче «Кĕмĕл кĕлечĕ» уçăлчĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе тунă. Ку таранччен пирĕн республикăра çакăн евĕр пÿлĕм пулманччĕ-ха. Тен, нухрачĕ тупăнсан, ют хуласенче упранакан ылтăн-кĕмĕле те кăтартăпăр.

Çак пĕчĕк статьяра шăпах Чăваш наци музейĕнче тенкĕсенчен калăпланă пуç хатĕрĕсемпе капăрлăхĕсем еплерех пуçтарăнса пыни çинчен каласа кăтартас килет.

Чи хаклă та пуян коллекци йĕркеленни 1921 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче уçăлнă Тĕп чăваш музейĕн /Чăваш наци музейĕ вăл вăхăтра çавăн пек ятлă пулнă/ историйĕпе питĕ тачă çыхăннă. Вăл çулсем Раççей патшалăхĕ Граждан вăрçи хыççăн экономика енчен хавшанипе палăрса юлнă. Çитменнине тата 1921-1922 çулсенче çулла чăтма çук шăрăх тăнипе тата çумăр çуманнине пула Атăлпа Урал тăрăхĕнче выçлăх пуçланнă. Çак историри пулăмсем те чăваш халăхĕн кĕмĕл капăрлăхĕпе тÿррĕнех çыхăннă.

1921 çулта хресченсем, выçă вилес мар тесе, хăйсен мĕн пур пуянлăхне йÿнĕ хакпах йăлтах сутма пуçланă. Çакна пĕлсе Чăваш тăрăхне «Америкăн администраци пулăшăвĕ» тата акăлчансен ыр кăмăллăх организацийĕ килсе çитнĕ. Пирĕн несĕлсем ĕмĕр тăршшĕпе пуçтарнă кĕмĕл капăрлăхĕсене апат-çимĕçпе улăштарма тытăннă. Чăваш халăхĕн чи пысăк пуянлăхне саккуна пăсса ют çĕре яни-сутни çинчен ытти документра та вуласа пĕлме пулать. Чăваш автономи облаçĕнчи Музей, ÿнер палăкĕсене, авалхи япаласемпе çут çанталăк пурлăхĕсене упракан комитетăн 1921 çулхи отчетĕнче çапла çырса хăварнă: «Хăш-пĕр япаласене, уйрăмах чăваш этнографийĕпе çыхăннисене, ют çынсем илсе каяççĕ. Чăвашсен хушшинчи спекулянтсем тата ытти йăрăрах çынсем халăхăн алăпа тунă япалисене ытти музейсене тата ют çĕршыва сутаççĕ. Облаçри комитет çакăн йышши пулăмсене чарас тата хаклă япаласене салатса пĕтерме парас мар тесе ятарлă постановлени йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн музей комитечĕн йышăнăвĕсĕр хамăр тăрăхпа çыхăннă япаласене ниçта та, никама та сутма юрамасть, унашкаллисем тупăнсан вĕсене явап тыттарĕç».

Чăваш интеллигенцийĕ халăхăн кĕмĕл пурлăхне мĕнле те пулин сыхласа хăвармаллине лайăх ăнланнă. Çав тĕллевпех Чăваш çĕршывне тĕпчекен пĕрлĕх йĕркеленĕ. Ун ĕçне вăл вăхăтри паллă çынсем хутшăннă: М.П. Петров-Тинехпи тата К.В. Элле историксем, А.В. Васильев чĕлхеçĕ, М.С. Спиридонов ÿнерçĕ т. ыт. те. Вĕсем пурте этнографипе интересленнĕ, çак йышранах Тĕп чăваш музейĕн пĕрремĕш пуçлăхĕсемпе ĕçченĕсем тухнă. Çак хастарсем тупăннă кашни авалхи япалашăн савăннă.

Музей уçăлнă хыççăнхи пĕрремĕш çулсенчи тĕп управ кĕнекисенче час-часах «уполномо-ченнăйран» тесе çырнă сăмахсем тĕл пулаççĕ. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче республикăри кашни районтах пурнăçран çухалса пыракан япаласене музей валли пуçтарма пулăшакан çынсем пулнă. Вĕсене шăпах «уполномоченнăй» тенĕ. Пуринчен ытла Чăваш Ене тĕпчекен пĕрлĕхĕн хастар членĕн А.В. Васильевăн хушамачĕ тĕл пулать. Вăл музейре 1921 çултан пуçласа 1923 çулччен ĕçленĕ. Вăлах Тĕп чăваш музейне пуçарса яракансенчен пĕри шутланать. А.В. Васильев этнографи экспедицийĕсем йĕркеленĕ, халăхăмăрăн пурлăх культурипе çыхăннă нумай япала пуçтарнă.

Музей валли япала панă çынсен хушшинче НКВДра ĕçлекенсен ячĕсем те сыхланса юлнă. Тепĕр чухне хушамат кăтартмасăр «Обчек» тесе анчах çырса хăварнă. 1921 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче шăпах çак организацире ĕçлекенсем музея кĕмĕл тенкĕсенчен ăсталанă капăрлăхсене – шÿлкемепе амана панă. Вĕсене Шупашкар районĕнчи Апаш салинче пурăнакан П. Николаев килĕнче тупнă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.