Ырă тăвакана Турă ăс та, савăнăç та кÿрет
Салам, юратнă «Тантăш». Пĕр кунхине «Урокрах сасăсăр йĕчĕ» çырупа паллашма тÿр килчĕ. Ольăн чунĕнче мĕн пулса иртнине питĕ лайăх ăнланатăп. Мĕн-ма тесессĕн хам та çакнашкал çемьере çитĕнекен хĕр ачапа туслашрăм. Май çитнĕ таран ăна пулăшатăп. «Çынна ырă тăвакана Турă ăс та, пĕлÿ те, савăнăç та парать», — теççĕ халăхра. Çавăнпа, Оля, эсĕ нимрен те ан шиклен, чĕрÿне ытларах итле. Кунта Викăна та ăнланма пулать — унăн пурнăçĕ çăмăлах мар. Пурпĕрех вăл парăнмасть — хăйне япăх, киревсĕр тытмасть, тепле йывăр пулсан та тăрăшать.