Пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланăр

9 Чÿк, 2017

Ырă кун, хисеплĕ редакци ĕçченĕсем тата хаçат тусĕсем!

Пурнăç кустăрми тĕрлĕрен кусать — унăн ертÿçи вара, АЛИСА, эсĕ хăвах. Манăн шухăшпа, малашлăху хăвăнтан çеç мар, санпа юнашар, ĕмĕтÿнте пурăнакан çынсенчен килет. Савни санран асли пысăк чару кÿме тивĕç мар — тĕнчере нумай çемьене тĕслĕхе илсе кăтартма пулать, анчах ватлăх пирки шухăшласа пăхсан та чармасть. Паллах, эсĕ вулакан романсенче, куракан сериалсенче чи лайăх та таса юрату саманчĕсене илсе кăтартаççĕ. Хăш-пĕр чухне тискер те чунсăр ултав саманчĕсене те тĕплĕн палăртаççĕ. Анчах чăн пурнăçра эпир чи çывăх çынна та çĕр процент пĕлме пултараймастпăр. Çак ăнлантарупа эпĕ никама та хурласшăн мар, Алиса, сана пăшăрхантарас шухăшăм çук. Кашни çыннăн лайăх тата начар енĕсем пур. Çавăнпа манăн та, нумай психологăн шухăшĕпе килĕшсе, çынпа пĕрлешиччен унпа паллашса пуласлăхĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлмелле. Иртнĕ тата хальхи пурнăçне сăнамалла, тăванĕсемпе, тусĕсемпе паллашмалла. Çитменлĕхĕсене тишкерсен те ытлашши пулмĕ. Çак ыйтусен хуравĕсем сирĕн кăмăлăрсене епле килнинчен пĕтĕмлетÿ тумалла.

ВОВА.

Елчĕк районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.