Комментари хушас

«Та н т ă ш » х а ç а т ă н «Çунатлă çамрăклăх» рубрики юлашки хут пичетленнĕ номерĕнче Викторăн çырăвĕ ытла айванла туйăнчĕ. Юлташпа вуларăмăр ăна. Ытти йĕкĕте те чĕнсе калас килет. Мĕншĕн çав тери хăюсăр-ши эсир? Эпир, хĕр ачасем, эсир пĕрремĕш пырса калаçасса питĕ кĕтетпĕр. Юратакан çамрăк кун валли кирек епле май та тупать.

Виктор, санăн çырăвна вуласан эпир савăнтăмăр та. Эсĕ хĕре юратни сана вĕренÿре малалла тапаланма вăй хушни питĕ аван. Тĕслĕхрен, пире, юлташпа иксĕмĕре, лайăх вĕренекен арçын ачасем питĕ килĕшеççĕ. Аслисенчен те илтнĕ: вĕреннĕ çынпа çемье çавăрсан пурнăçра çăмăлрах пулĕ.

Юлашкинчен çакна калас килет. Хăвна килĕшекен хĕрпе пĕччене пĕччен, ăнсăртран та пулин, тĕл пулма май килетех ĕнтĕ. Çавăн чухне чунрине ăна каласа кăтарт. Вăл сана ăнланĕ. Енчен те тепĕр майлă килсе тухсан, ыттисене каласа кăтартса санран кулсан… Сана ун пек хĕр мĕн тума кирлĕ? Ăнăçу сана, Виктор!

 

ЛАРИСĂПА АЛИСА. Патăрьел районĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.