- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă тăвакана Турă ăс та, савăнăç та кÿрет
Салам, юратнă «Тантăш». Пĕр кунхине «Урокрах сасăсăр йĕчĕ» çырупа паллашма тÿр килчĕ. Ольăн чунĕнче мĕн пулса иртнине питĕ лайăх ăнланатăп. Мĕн-ма тесессĕн хам та çакнашкал çемьере çитĕнекен хĕр ачапа туслашрăм. Май çитнĕ таран ăна пулăшатăп. «Çынна ырă тăвакана Турă ăс та, пĕлÿ те, савăнăç та парать», — теççĕ халăхра. Çавăнпа, Оля, эсĕ нимрен те ан шиклен, чĕрÿне ытларах итле. Кунта Викăна та ăнланма пулать — унăн пурнăçĕ çăмăлах мар. Пурпĕрех вăл парăнмасть — хăйне япăх, киревсĕр тытмасть, тепле йывăр пулсан та тăрăшать. Кун пек çемьере ÿсекен ача нумай тĕл пулать, анчах йывăрлăхсене кашни парăнтараймасть. Çавăнпа пирĕн вĕсене пулăшмалла, чунра пухăннă ыйтусем пирки калаçмалла. Шкулти класс ертÿçин те вĕренекенсен йывăр саманчĕсем çинчен пĕлмелле, вĕсемпе кĕрешме пулăшмалла. Малалла вулас...
Комментари хушас