Йытăпа - çĕршыв тăрăх

Руслан Внедорожный автоçулçÿревçĕ тата блогер Ричи ятлă йыттипе Раççее курса çаврăнма шухăшланă. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускавран çула тухнăскерсем ĕнер Шупашкара çитнĕ.

Çул çинче вăл хăна çуртĕнче чарăнать пулĕ тесе шухăшлатăр-и? Йăнăшатăр. Русланăн урапаллă «çурчĕ» хăйĕнпе пĕрлех. Унта газ плити, холодильник, кĕпе-йĕм çумалли машина пур, интернет тытать, шыв кĕрет-тухать. Трейлер хĕвел батарейипе ĕçлет. Арçын хăй мĕн курнине видео ÿкерсе интернета лартать. Экспедици вĕçленсен блогер кинофильм ÿкересшĕн.

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.