«Лагерьте чăваш тумĕпе паллаштартăм»
Саша Чернова — «Манăн юратнă пĕрремĕш вĕрентекен» республика конкурсĕн çĕнтерÿçи. Литературăпа туслăскер хăй те сочинени çырма юратать. Çапла пĕррехинче Вĕренÿ институчĕн сайтĕнче «Манăн юратнă пĕрремĕш вĕрентекен» конкурс условине асăрханă та унта хутшăнма шухăш тытнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ çинчен тăрăшсах эссе çырнă вăл, çĕнтернĕ. Çакăншăн тата республика шайĕнчи ытти конкурсра çитĕнÿ тунăшăн кăçалхи нарăс уйăхĕнче Саша пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче каннă. Унта та тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хастар хутшăннă вăл. «Пуласлăх шкулĕнче» занятисем çĕнĕ технологипе иртни уйрăмах илĕртнĕ. Смена вĕçĕнче вара кашни ачана вĕренÿре ĕлкĕрсе пынин табельне панă.
Лагерьте Саша нумай юлташ тупнă: Питĕртен те, Крымран та, Чулхуларан та, Дагестанран та. Вĕсемпе хутшăннă май тавра курăмне анлăлатнă. Пĕрле музейсене çÿреме те кăсăклă пулнă. Тĕрлĕ халăх тумĕн музейĕнче чăваш çи-пуçне курсан Саша питĕ савăннă. Çав вăхăтра телефонĕнче анатри чăваш тумĕпе ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкне тупнă та ачасене кăтартнă, ун пирки каласа панă. Ачасем пĕр-пĕрин халăхĕн йăли-йĕркипе питĕ кăсăкланаççĕ иккен. Лагерьте пулни паян та манăçмасть-ха, хăйĕн отрядне хĕр ача яланах асра тытĕ.
С а ш ă н а т а р ă н ш у х ă ш а я р а к а н к ĕ н е к е с е м килĕшеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Михаил Булгаковăн «Мастер тата Маргарита» романĕ. Малалла вулас...