Комментари хушас

18 Раштав, 2017

Пĕчĕк хуранăн тĕшши тутлă

Йĕпреç районĕнчи Пучинкере 1500-е яхăн çын пурăнать. Хăтлă ялта вĕренÿпе культура организацийĕсем, социаллă  учрежденисем, лавкка-кафе, банк уйрăмĕ, пекарня... — темĕн те пур. Совет  саманинче никĕсленнĕ паллă колхоз та районта ял хуçалăх отрасльне чи лайăх аталантаракан предприяти шутланать. Тăватă çул каялла Пучинкере сĕт-çу завочĕ хута кайни кунти халăхăн пурнăç шайне тата тепĕр пусăм çÿлерех çĕкленме витĕм кÿчĕ. Вăл республикăри çакнашкал производствăпа тăрмашакан хăш-пĕр предприяти пек капашлă мар пулин те экономикăра хăйĕн çул-йĕрне тупма пултарнă. Пĕчĕк хуранăн тĕшши тутлах-и эппин? Çак ыйтăвăн хуравне шырама вырăна çитсе килтĕмĕр.

«Красный партизан» хуçалăх кон-

серв цехĕ çĕклес тĕллевпе пурăннă.

Шел, ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме

самана чăрмавĕсем ура хунă. Япăххи

лайăххисĕр пулмасть теççĕ: шăп çав

вăхăталла Чĕмпĕрти ятлă-сумлă ин-

вестор пулас сĕт-çу завочĕ валли чи

юрăхлă хутлăх шыраса тĕрлĕ регион-

та аудит ирттернĕ. Чăваш Ен варрин-

че тенĕ пекех вырнаçнă Йĕпреç рай-

онĕнчи Пучинке ялĕ çĕршыври чылай

облаç-республикăпа ĕçлĕ çыхăну йĕр-

келенĕ предпринимателе пуринчен

ытла илĕртнĕ. Çапла 2013 çул вĕçĕнче

чăваш ялĕнче вĕр çĕнĕ завод ĕçлеме

тытăнать. Кунта халăхран, тĕрлĕ пред-

приятирен сĕт туянса ăна пуçламăш

тирпейлев витĕр кăларма, сутлăха

ăсатма тытăнаççĕ.

— Унтанпа тăватă çул иртрĕ. Ку

яхăнта завод тупăш илсе пынăçемĕн

ĕç-хĕле анлăлатса, цехсемпе склад-

сен йышне ÿстерсе пычĕ. Пурĕ çак

ĕç валли 560 миллион тенкĕ тăка-

кларĕ. Паян пысăк вырăн йышăнман

заводăн — виçĕ цех: сĕте йышăнакан-

ни, çу уçлаканни, çусăрлатнă типĕ сĕт

производствипе ĕçлекенни. Малаш-

не вĕсем тата йышланасса шанат-

пăр. Тĕслĕхрен, кĕç-вĕç тăпăрч хатĕ-

рлесе кăларма пуçласшăн. Услам çу

уçланине кура пирĕн уйран пурах. Ăна

мĕншĕн сая ямалла? Сĕт-çу рынокне

тăтăш тĕпчесех тăнă май çакăн йыш-

ши продукци паянхи кун лайăх сутăнни

курăнать. Эппин, тивĕçлĕ документсем

хатĕрлесе çитермелле те — тавар туя-

накана хамăрăн паха юр-вара сĕнме те

юрать. Çитес çулсенче хытă сыр произ-

водствипе те аппаланма тытăнăпăр-и

тен, — заводăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă

май каласа кăтартать Александр Шува-

кин управляющи.

Услам çу тенĕрен, Пучинкере кăла-

ракан çак çимĕçе чылайăшĕ килти çăва

çывăххипе, экологи тĕлĕшĕнчен таса

пулнипе кăмăллать. Сергей Мулеев ди-

ректор каланă тăрăх, «Традиционное»

тата «Крестьянское» услам çусем Пу-

чинкесен брендне çаврăннă. Çакă завод

фальсификацие производство çывăхне

те яманнипе çыхăннă. Апат-çимĕç хатĕ-

рлесе тупăш илекенĕн халăх сывлăх-

не сиенлетме нимĕнле ирĕк те çуккине

кунта ĕçлеме кÿлĕнекен кашни çынна

çирĕп ăнлантараççĕ.

Кадрсем çинчен сăмах пуçартăмăр

тăк çакна палăртмалла: завод никĕ-

сленни Пучинке ял тăрăхĕнче тĕплен-

се пурăнакан чылай çынна килтен ая-

кра мар шанчăклă ĕç вырăнĕ туп-

ма май панă. Чăн та, заводра яваплă

должноçсенче ĕçлекенсене анчах мар,

рабочисене те тĕплĕ суйласа илеççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.