Пĕчĕк хуранăн тĕшши тутлă
Йĕпреç районĕнчи Пучинкере 1500-е яхăн çын пурăнать. Хăтлă ялта вĕренÿпе культура организацийĕсем, социаллă учрежденисем, лавкка-кафе, банк уйрăмĕ, пекарня... — темĕн те пур. Совет саманинче никĕсленнĕ паллă колхоз та районта ял хуçалăх отрасльне чи лайăх аталантаракан предприяти шутланать. Тăватă çул каялла Пучинкере сĕт-çу завочĕ хута кайни кунти халăхăн пурнăç шайне тата тепĕр пусăм çÿлерех çĕкленме витĕм кÿчĕ. Вăл республикăри çакнашкал производствăпа тăрмашакан хăш-пĕр предприяти пек капашлă мар пулин те экономикăра хăйĕн çул-йĕрне тупма пултарнă. Пĕчĕк хуранăн тĕшши тутлах-и эппин? Çак ыйтăвăн хуравне шырама вырăна çитсе килтĕмĕр.
«Красный партизан» хуçалăх кон-
серв цехĕ çĕклес тĕллевпе пурăннă.
Шел, ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме
самана чăрмавĕсем ура хунă. Япăххи
лайăххисĕр пулмасть теççĕ: шăп çав
вăхăталла Чĕмпĕрти ятлă-сумлă ин-
вестор пулас сĕт-çу завочĕ валли чи
юрăхлă хутлăх шыраса тĕрлĕ регион-
та аудит ирттернĕ. Чăваш Ен варрин-
че тенĕ пекех вырнаçнă Йĕпреç рай-
онĕнчи Пучинке ялĕ çĕршыври чылай
облаç-республикăпа ĕçлĕ çыхăну йĕр-
келенĕ предпринимателе пуринчен
ытла илĕртнĕ. Çапла 2013 çул вĕçĕнче
чăваш ялĕнче вĕр çĕнĕ завод ĕçлеме
тытăнать. Кунта халăхран, тĕрлĕ пред-
приятирен сĕт туянса ăна пуçламăш
тирпейлев витĕр кăларма, сутлăха
ăсатма тытăнаççĕ.
— Унтанпа тăватă çул иртрĕ. Ку
яхăнта завод тупăш илсе пынăçемĕн
ĕç-хĕле анлăлатса, цехсемпе склад-
сен йышне ÿстерсе пычĕ. Пурĕ çак
ĕç валли 560 миллион тенкĕ тăка-
кларĕ. Паян пысăк вырăн йышăнман
заводăн — виçĕ цех: сĕте йышăнакан-
ни, çу уçлаканни, çусăрлатнă типĕ сĕт
производствипе ĕçлекенни. Малаш-
не вĕсем тата йышланасса шанат-
пăр. Тĕслĕхрен, кĕç-вĕç тăпăрч хатĕ-
рлесе кăларма пуçласшăн. Услам çу
уçланине кура пирĕн уйран пурах. Ăна
мĕншĕн сая ямалла? Сĕт-çу рынокне
тăтăш тĕпчесех тăнă май çакăн йыш-
ши продукци паянхи кун лайăх сутăнни
курăнать. Эппин, тивĕçлĕ документсем
хатĕрлесе çитермелле те — тавар туя-
накана хамăрăн паха юр-вара сĕнме те
юрать. Çитес çулсенче хытă сыр произ-
водствипе те аппаланма тытăнăпăр-и
тен, — заводăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă
май каласа кăтартать Александр Шува-
кин управляющи.
Услам çу тенĕрен, Пучинкере кăла-
ракан çак çимĕçе чылайăшĕ килти çăва
çывăххипе, экологи тĕлĕшĕнчен таса
пулнипе кăмăллать. Сергей Мулеев ди-
ректор каланă тăрăх, «Традиционное»
тата «Крестьянское» услам çусем Пу-
чинкесен брендне çаврăннă. Çакă завод
фальсификацие производство çывăхне
те яманнипе çыхăннă. Апат-çимĕç хатĕ-
рлесе тупăш илекенĕн халăх сывлăх-
не сиенлетме нимĕнле ирĕк те çуккине
кунта ĕçлеме кÿлĕнекен кашни çынна
çирĕп ăнлантараççĕ.
Кадрсем çинчен сăмах пуçартăмăр
тăк çакна палăртмалла: завод никĕ-
сленни Пучинке ял тăрăхĕнче тĕплен-
се пурăнакан чылай çынна килтен ая-
кра мар шанчăклă ĕç вырăнĕ туп-
ма май панă. Чăн та, заводра яваплă
должноçсенче ĕçлекенсене анчах мар,
рабочисене те тĕплĕ суйласа илеççĕ. Малалла вулас...