Комментари хушас

18 Раштав, 2017

Кашни сăнарĕнче — манми чăвашлăх

«Тăватсăмăр та аслă пĕлÿ илтĕмĕр»

Чăваш халăхĕн чаплă ÿнерçи, графисчĕ Анатолий Миттов 1932 çулхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Сиккассинче çуралнă.

«Атте — Митта Ванюкĕ, ялта хисеплĕ çынччĕ. Пĕр кун та шкула çÿремен пулин те, хăй тăрăшса çырма, вулама вĕреннĕ. Эпĕ ас тăвасса, кашни çулах хаçат çырăнса илетчĕ. Вăл кунĕ-кунĕпе колхозăн арманне ĕçлеттеретчĕ. Çавăншăн колхоз çулталăкра пĕрре парне паратчĕ.

Çемьери тăватă ывăла анне ытларах пăхнă. Вулама эпир шкула кайичченех хăнăхнă.

Анне, Питуç аппа, Кайпăç районĕнчи Хăрисем ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кукаçипе кукамай вара чăвашла, тутарла, вырăсла лайăх пĕлетчĕç. Аттепе анне пехилĕпе тăватсăмăр та аслă пĕлÿ илтĕмĕр», — çырнă Митта пиччĕшĕ Николай Иванович аса илĕвĕнче.

Миттасен çемйи чăваш йăли-йĕркине çирĕп тытса пынă, çавăнпах Толя ачаранах аваллăха хисеплеме вĕреннĕ.

Ĕçĕсем таса та çутă

1947 çулта пулас ÿнерçĕ ялти шкул директорĕ тăрăшнипе Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕрет. Пĕлĕвне ÿстерме, пултарулăхне аталантарма Ленинградри ÿнер академине çул тытать.

Ленинградри Репин ячĕллĕ ÿнер, скульптура тата архитектура институтĕнче чăваш каччи 1954-61 çулсенче М.Таранов доцент ертсе пыракан кĕнеке графикин мастерскойĕнче вĕреннĕ. Институтра пĕлÿ илнĕ тапхăрта Миттов тĕнчипе паллă вырăс художникĕсен, кĕнеке графикин ăстисен Добужинскин, Билибинăн, Митрохинăн, Фаворскин ĕçĕсене тишкерсе хăй те вĕсем пек пысăк ăста пулма ĕмĕтленнĕ. Унăн «Нарспи» поэма тăрăх ÿкернĕ диплом ĕçне патшалăх комиссийĕ питĕ пысăка хурса хакланă, вăл халĕ Раççей Ÿнер академийĕн наукăпа тĕпчев музейĕнче упранать.

Вĕренсе тухсан Анатолий Иванович Шупашкара таврăнать. Педагогика институтĕнче преподавательте /1961-64çç./ ĕçлет. Чăваш кĕнеке издательствинче те тăрăшать /1964- 71çç./.10-ра чухнех вăйлă шăннине пула йывăр чир çулăхнă ун çумне. Хăлхипе пырĕ шыçăннисĕр пуçне пурнăçĕн юлашки çулĕсенче Анатолий Миттов куçĕ те самай япăх куракан пулать. 1971 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче амак парăнтарать ăна.

«<...> 1982 çулта Третьяков галерейи Миттов картинисене туяннă чух унта ĕçлекенсем вăл чирлесе çамрăклах вилнине пĕлсен çапларах каланăччĕ: картинăсем тăрăх художник чирпе асапланни сисĕнмест, ĕçĕсем унăн таса, çутă», — çырнă мăшăрĕ Олимпиада Миттова-Таллерова «Ĕмĕре тăсăлакан самантсем» аса илĕвĕнче.

«Тупрăм-тупрăмах»

«Эпĕ — художник. Ÿнер АСЛĂ ШКУЛНЕ пĕтернĕ. Виçĕ çул пединститутра ÿнер, ÿкерчĕк, композици вĕрентекенĕнче ĕçлерĕм. Халĕ миниатюрăсем ÿкеретĕп...

Тен, Турă пани манăн пачах та художник ĕçĕ мар, искусствăна хирĕçле ĕç пулмалла, анчах эпĕ ÿнер шкулне пĕтернĕ, мана художник дипломне панă, унта çаплах çырса хунă, «Художник». Вăл сăмаха çĕршыври паллă художник алă пусса çирĕплетнĕ. Çук, халĕ эпĕ художник пĕлĕвне илнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп.

Эпĕ хамăн пурнăçа искусство вăрттăнлăхĕсене тупас тесе ирттертĕм, çине тăнипе тупрăм-тупрăмах. Анчах вăрттăнлăх тупсăмĕ питĕ хакла ларчĕ: эпĕ пĕччен, мана никам та юратмасть, çитменнине тата чухăн...» — çырнă Миттов кун кĕнекинче.

Унăн пурнăçĕ пĕр пÿлĕмлĕ коммуналлă хваттерте иртнĕ, унта вăл пурăннă та, ÿкернĕ те. Ÿнер Анатолий Миттовшăн пĕтĕм пурнăç пулса тăнă: ĕç те, кану та, ытти те. Мĕн юлашки сывлăшĕ тухичченех ырми-канми, хăйне шеллемесĕр тĕрлĕ вариант шыранă, ÿкернĕ... <...>

«Искусство, искусство… Эсĕ пурăн тесе юлашки çăкăр татăкне паратăп, кĕсье тĕпĕнчи укçана силлетĕп, сывлăхăма та, пурнăçăма та хĕрхенместĕп. Хушăран килекен савăнăçшăн çĕтĕк пушмакпа çÿретĕп», — пур Миттов кун кĕнекинче çырни.

Художник хăйĕн ĕçĕсене, наци культурин пысăк пуянлăхне, ал айне мĕн лекнĕ: хут, картон, фанера — унта ÿкернĕ. Лайăх сăрăсем те, хут та, киçтĕк те илеймен вăл — укçи-тенки çитмен. Кĕнеке издательствин пĕчĕк саккасĕсене пурнăçлани ăна выçă вилесрен çеç тытăнса тăма май панă.

«Чи кирли — ку мар»

Шăпах кĕнеке издательствинче ĕçлеме тытăнсан, 1965 çулта, Анатолий Иванович шанчăклă юлташне — Олимпиада Таллеровăна — «тупать».

«Паллашнă пĕрремĕш кунах вăл мана питĕ шанни палăрчĕ. <...> Манпа паллашиччен кама та пулин çакăн чухлĕ картина кăтартнă-ши вăл — калама пултараймастăп. Анчах эпир мăшăрланнă хыççăн вăл никама та, нихăçан та çакăн чухлĕ картина кăтартман.

Произведенийĕсене кăтартнă чух эпĕ унран икĕ-виçĕ хутчен айванла ыйтрăм. «Çĕмелсем» картинăна пăхнă чух: «Тырă вăйлă пулнă çул-ши кунта, çĕмелĕсем питĕ йăвă лараççĕ?» — тесе ыйтрăм. Вăл лăпкăн: «Чи кирли – ку мар», — терĕ. «Акăшсем…» ярăмри пĕр картинăна курнă чух сарă фон çинчи пирамида фигурисене асăрханă май: «Египетра та акăшсем пур-ши?» — тесе хутăм. Вăл каллех хыттăн мар: «Кунта чи кирли — ку мар», — терĕ <...>», — çырнă Олимпиада Васильевна.

Живопиç хыççăн Миттов ытларах поэзие юратнă. Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕпе хавхаланнă вăл.

Ту çине каякан çул…

«1970 çулхи çурла уйăхĕнче тăватă уйăха яхăн больницăра выртнă хыççăн «Ту çине каякан çул» графика ярăмне хут çине тушьпа, перопа ÿкерчĕ вăл. <...> «Ту çине каякан çул…» Аякка, çÿлелле хăпаракан çул… Тĕрлĕрен ăнланма пулать ăна: художник пултарулăхĕнчи çул, творчество çулĕ; ĕçри, вĕренÿри куллен тĕл пулакан йывăрлăха çĕнтерсе çÿлелле, çĕнĕ пусăма чĕнекен çул теме пулать. Художник ав каллех ĕçе пуçăнчĕ, каллех пултарулăхĕпе çÿлелле çĕкленме ăнтăлать ав…

Ку ярăмри произведенисем — юлашки ĕçсем. Акăш юрри вырăнĕнче пулчĕç. Анатолий Миттов графика çак ярăмĕнчи произведенисем урлă пирĕнпе, пурнăçпа сыв пуллашрĕ: шăпах çак çул ăна пиртен уйăрса аякка- аякка илсе кайрĕ тейĕн. Хăй вара вăл пире нумай-нумай произведенийĕпе пĕрле çак юлашки ĕçĕсене те ĕмĕр асăнмалăх халалласа хăварчĕ», — мăшăрне куç умне кăларнă хĕрарăм.

Аваллăх юрăçи

Чăваш халăхĕн авалтан пыракан культурине, ĕмĕт-шухăшне, пултарулăхне кăтартма тăрăшнă Митта. «Аттесен çĕрĕ», «Чăваш аваллăхĕ», «Алран кайми аки-сухи», «Чăваш вăрманĕ», «Нарспи», «Чучу» ярăмсене чуна пырса тивмелле ÿкернĕ.

«Аваллăх юрăçи» теççĕ Миттов пирки тепĕр чух. Чăвашсен авалхи кун-çулне май килнĕ таран тĕрĕсрех çутатса пама тăрăшнă вăл. Унăн ĕçĕсенче — тарăн шухăш, тасалăх, пурнăç савăнăçĕ. Еткерĕнче эскизсем çукпа пĕрех, мĕншĕн тесен Анатолий Иванович мĕн шухăшланине тÿрех ÿкерме ăнтăлнă.

Тÿрĕ кăмăллă, ырă, поэт чунлă художник чунтан юратнă тăван чăваш халăхĕ валли пысăк пултарулăх еткерĕ хăварнă. Анатолий Миттовăн чылай ĕçĕ Мускаври Третьяков галерейинче тата Чăваш ÿнер музейĕнче упранать. Ÿнерçĕ ятне Шупашкар урамĕ те упрать.

Тулли верси...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.