- Чăвашла верси
- Русская версия
Ÿркенмен ăста пулнă
Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан хăйне евĕр пултарулăхпа — типтерлĕ ăл ĕçĕпе — палăрса тăнă. Качча каякан хĕрĕн тĕрĕллĕ япалисене пулас мăшăрĕн тăванĕсем тÿнтер енчен пăхса пахалани ахальтен мар: чăннипех çыпăçуллă тĕрĕçĕн пĕр тĕвĕ те куçа курăнмалла пулман.
Ал ĕçпе аппаланаканăн тавра курăмĕ анлă, ăсĕ çивĕч пулни пирки иккĕленÿ çук. Ал-ура çаврăнăçулăхĕпе кăна, тĕслĕхрен, тĕрĕ ÿкерчĕкĕн пĕлтерĕшĕсене ас туса юлайăн-и? Чăваш тĕрринче вара кашни вак-тĕвекĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур-çке. Çавна май пĕлсе янтăланă тĕрĕ — ÿкерчĕклĕ çыру пекех.
Ал ĕç ăсталăхĕ ламран лама куçса пынă. Паянхи кунччен упраннă наци кунашкал пуянлăхне килес ăрусем валли сыхласа хăварайăпăр-и? Çак ыйту хуравĕ хальхи вăхăтри алă ăстисен хастарлăхĕнчен килет. Хăйсем пĕлнине çамрăксене вĕрентессишĕн çунакансем, телее, сахал мар вĕсен хушшинче.
Муркаш районĕнчи Калайкасси вăтам шкулне хăнана çитсе курăр-ха — шкул ачисем, вĕрентекенсем хăйсен аллипе ăсталанă мĕн тĕрлĕ илеме кăна асăрхамăр! Паянхи кун анлă сарăлнă ал ĕçне — вĕтĕ шăрçапа тĕрлессине — Галина Лебедева технолог, ют чĕлхесен вĕрентекенĕ Любовь Горшкова тата шкул ертÿçи Татьяна Ершова тахçанах чун киленĕçне çавăрнă. «Мĕн тĕрлĕ хитре ĕлке çуралмасть-ши пуçра, шел, вĕсене пурнăçлама вăхăт тупма кансĕртерех çав», — чунне уçать Татьяна Аркадьевна чун киленĕçĕ çынна хавхалану кÿнине çирĕплетсе.
Наталья Ивановăшăн, пуçламăш классен учителĕшĕн, ал ĕçĕ юлашки çулсенче çÿлерех картана хăпарнă. Малалла вулас...
Комментари хушас