Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕрер

29 Раштав, 2017

Вăхăт мĕн тери хăвăрт шăвать! Сиссе те юлаймарăмăр — тепĕр çулталăк хыçа юлчĕ. Вун икĕ уйăх питĕ час иртсе кайрĕ пулин те «Хыпар» Издательство çурчĕ кĕске çак тапхăртах сахал мар çитĕнÿ, ырă ĕç турĕ.

Юлашки вăхăтра çĕршывра грант конкурсĕсем вăй илсе пыраççĕ. Министерствăсем, фондсем кăсăклă проектсене пурнăçа кĕртме укçа уйăраççĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ ултă проекчĕ ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ конкурсра çĕнтерчĕ. «Вилĕмсĕр полк», «Меллĕ пулăшусемпе усă курма вăхăт», «Çын тата саккун» хушма кăларăмсем «Хыпар» хаçатра кун çути курчĕç, «Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă» проектпа — «Çамрăксен хаçачĕн», «Туслăх унки» ятлипе — «Тантăш», «Саккун алли вăрăм» кăларăмпа «Чăваш хĕрарăмĕн» вулаканĕсем çулталăк тăршшĕпех паллашма пултарчĕç. Пирĕн кăларăмсемпе туслисем ыйтнипе çак рубрика-проектсене малалла та тăсăпăр. Унсăр пуçне çывхарса килекен 2018 çулта вулакансене «чун апачĕпе» туллин тивĕçтерме çĕнĕ проектсем те хатĕрлерĕмĕр. Вулаканĕсем вара пирĕн йышлă. «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Хыпар», «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тантăш», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Вести Чувашии» хаçатсене, «Тăван Атăл», «Самант», «Тетте» журналсене Чăваш Енри тата ун тулашĕнчи 56 пине яхăн çемье илсе тăрать.

«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем сумлă наградăсене тивĕçрĕç. «Хыпар» хаçат редакцийĕн пай пуçлăхĕ Николай Коновалов Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăчĕ, Нина Иванова система администраторĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тивĕçрĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» штатра тăман корреспонденчĕ Альбина Любимова-Юрату ЧР Журналистсен союзĕн Н.Никольский ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулчĕ. Унсăр пуçне «Хыпар» журналисчĕсем Роза Власова, Николай Коновалов, Андрей Михайлов, Ирина Клементьева, «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ Валентина Петрова, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ Ирина Алексеева, çак хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Изман, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита Ильина, Роза Попова дизайнер, ыттисем наградăсене тивĕçрĕç, тĕрлĕ конкурс лауреачĕн дипломĕсене çĕнсе илчĕç.

Пирĕншĕн, паллах, чи хакли — вулакан. Шăпах эсир пире çĕнĕ ĕçсене пуçăнма çунат хушатăр. Информаци технологийĕсем хăвăрт аталанса пынă вăхăтра та чăваш халăхĕ хаçат-журнал вулама пăрахманни савăнтарать. 2017 çулăн иккĕмĕш çурринче те, 2018 çулăн пĕрремĕш çурринче те пирĕн издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçатжурналăн тиражĕ упранса юлчĕ. Хăшĕ-пĕрин вара ÿсрĕ те. Вĕсен йышĕнче — «Хыпар», «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Тăван Атăл»… Çавăнпа та вулакансене хавхалантарас тĕллевпе икĕ хутчен лотерея вылявĕ ирттертĕмĕр. Республика кунĕнче йĕркеленĕ вылявра мотоблокпа велосипед хăйсен хуçисене тупрĕç. Халĕ вара — Çĕнĕ çул умĕн — Вăрнар районĕнчи Олег Яковлев — кĕпе çумалли автомат машинăллă, Шупашкарти Анжелика Долгушева сенсор экранлă смартфонлă пулса тăчĕç. Кунашкал лотерея вылявĕсене эпир малашне те ирттерĕпĕр. Апла пулсан пирĕнпе яланах туслă пулăр.

Пурсăра та çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа чунчĕререн саламлатăп! Вăл сирĕн çемьене телейпе ăнăçу илсе килтĕр, палăртнă ĕмĕтсене чăна çавăрма çирĕп сывлăх, хавхалану кÿтĕр. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсем вара кашни чăвашăн килĕнчех пулччăр! Пĕрле пулсан эпир — вăйлă! Ун чухне пире йывăрлăхсем те хăратаймĕç!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.