Комментари хушас

29 Раштав, 2017

Сурхури тĕлне йăва пиçмелĕх кун вăрăмланать

Мĕн-мĕн те — çанталăк пурне те интереслентерет. Ара, унпа сывлăх, кăмăл-туйăм мĕнле пуласси те çыхăннă-çке. Хамăрăн тĕллевсене те эпир çанталăк мĕнле пулассине шута илсе палăртма тăрăшатпăр. Çак кунсенче, паллах, çĕр чăмăрĕ çинчи нумай-нумай çынна Çĕнĕ çула кĕтнĕ каç тата 2018 çулăн малтанхи кунĕ епле пуласси кăсăклантарать.

2017 çулта çанталăк хăйне евĕр пулнипе асра юлĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк ытти чухнехинчен сивĕрех тăчĕ. Çу уйăхĕнче Шупашкарта сывлăш температури климат норминчен 2 градус сивĕрехчĕ, XXI ĕмĕр пуçланнăранпа чи сивĕ çу пулчĕ. Çавăнпа çур çултан, чÿк уйăхĕнче, ăшă /нормăран 2 градус ăшăрах/ тăчĕ. Çĕртме сивĕ те çумăрлă килчĕ, çумăр ытти чухнехинчен 1,5 хут ытларах çурĕ. Раштав та нормăран 4 градус ăшăрах пулнипе асра юлĕ. Юр, çумăр 15 процент ытларах ÿкрĕ. Гидрометеоцентр пĕлтернĕ тăрăх, ахăртнех, кăрлач уйăхĕ те эстафетăна малалла тăсĕ. Çитес уйăхăн варринче кăна хĕл сивви килĕ.

Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхальти Владимир Волковăн сăнавĕ тăрăх, кăçал кĕр вăрăма кайнă. Аслати авăнăн 14-мĕшĕнче çеç авăтма пăрахнă. Çурçĕр-хĕвел анăç енчен авăтнă. Ку хĕл сивĕ пуласса систерет имĕш. Владимир Мефодьевичăн сăнавĕ тăрăх, хĕл юрлă пулмалла мар. «Раштав уйăхĕнче пĕлĕтлĕ е тăтăш юр çусан çу уйăхĕ йĕпе килет», — теççĕ ватăсем. Астропрогноза ĕненес тĕк, 2018 çул лăпкă тата тăнăçлă пулмалла, çанталăк та «йĕркене кĕмелле».

Хальлĕхе вара кун таврăнни савăнтарать. Хĕллехи кун таврăнăшĕ — раштавăн 21-22-мĕшĕсенче. Çак кунран хĕвел çуркунне еннелле «çаврăнать», хĕл сивви чĕпĕтме тытăнать. Раштавăн 20-23-мĕшĕсенче кун тăхтанă. Кун тăршшĕ ун чухне 7 сехет пулнă. Раштавăн 24-мĕшĕнче 1 минут хушăннă. Унтанпа кунсеренех пĕрер минут хушăнать. Çакă Çĕнĕ çул каникулĕ хыççăн аванах палă-рать. «Сурхури /кăрлачăн 7-мĕшĕ, анатри чăвашсем ăна Раштав теççĕ. — Авт/ тĕлне йăва пĕçермелĕх вăхăт хушăнать», — тенĕ ваттисем. Йăва 15-18 минутра пиçет. «Кăшарнире /кăрлачăн 19-мĕшĕ/ кукăль пиçмелĕх кун вăрăмланать», — теççĕ Муркаш тăрăхĕнче.

Çĕнĕ çул каçĕ патне таврăнар. «Çĕнĕ çул каçхине тÿпере çăлтăр нумай пулсан пăрçа аван пулать, чăхсем çăмарта лайăх тăваççĕ», — тенĕ ваттисем. Çак каç çил вăйлă пулни мăйăр ăнса пуласса. Çĕнĕ çул кунĕнче юр çусан тыр-пул пысăк тухăç парать. Ăшă пулсан ырашран ăнать. Чăваш Ре-спубликин гидрометеоцентрăн пай пуçлăхĕ Марина Китарьева пĕлтернĕ тăрăх, раштавăн 31-мĕшĕнче кăнтăрла 3 градус сивĕрен пуçласа 2 градус таран ăшă, каçхине 1-6 градус сивĕ пулĕ, вырăн-вырăнпа юр çăвĕ. Çил кăнтăртан çеккунтра 5-10 метр хăвăртлăхпа вĕрĕ. Çул пăрлак пулĕ. Çавăнпа асăрхануллă пулмалла, эрех-сăра сахалрах астивме сĕнеççĕ çанталăк сăнавçисем. Кăрлач, нарăс уйăхĕсенче сывлăш температури пирĕн республикăра нормăпа килĕшсе тăрĕ. Кăр-лачра вăтамран — 12-13, нарăсра 12-12,5 градус сивĕ тăрĕ. Паллах, уйрăм кунсенче сивĕрех те, ăшăрах та пулма пултарĕ. Пуш уйăхĕнче вăтамран 4-5 градус сивĕ пулмалла. Синоптиксен шухăшĕпе, 2018 çулта çуркунне ир килмелле, пуш уйăхĕнче ытти çулхинчен ăшăрах пулмалла. Мĕнех, пурăнăпăр, курăпăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.