Тав тăватпăр

Çулталăкĕпех пирĕнпе çыхăнăва татман авторсен ячĕпе тав курки çĕклетпĕр. Тусăмăрсем: Георгий Ефимов-Тусли /Красноармейски районĕ/, Анатолий Максимов-Пукаш /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Александр Вишневский /Шупашкар хули/, Галина Зотова /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Петр Сидоров /Шупашкар хули/, Юрий Корнилов /Элĕк районĕ/, Алевтина Никифорова /Шупашкар районĕ/, Вениамин Архипов /Элĕк районĕ/ — хальхинче те çыру хыççăн çыру вĕçтерчĕç.

Сехет йĕпписем, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн, шав малалла васкаççĕ, çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ: пĕри минутне çăмхалать, тепри вĕсенчен сехетсен тăсăмне аякка-аякка тăсать. Çапла çĕр кунпа улшăнать, кĕр — хĕлпе. Вăхăтăн хăйĕн чуппи мар-и — этемĕн ăна тытса чармашкăн хевте çитес çук. Акă черетлĕ çулталăкпа сыв пуллашатпăр: тепĕр икĕ кунран 2017 çул истори тапхăрне куçать...

Редакцие куллен çыру килет. "Чăваш хĕрарăмне" юратса вуланине пĕлтеретĕр эсир, вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр, сĕнÿ-канаш паратăр, хăвăра хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма, вĕсене пĕрле сÿтсе явма ыйтатăр. Туслă çыхăну малашне те ан татăлтăрччĕ.

Редакцие сиртен куллен тенĕ пек çыру килет. «Чăваш хĕрарăмне» юратса вуланине пĕлтеретĕр эсир, вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр, сĕнÿ-канаш паратăр, хăвăра хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма, вĕсене пĕрле сÿтсе явма ыйтатăр. Çак туслă çыхăну малашне те ан татăлтăрччĕ.

Pages

Subscribe to Тав тăватпăр