Пĕрлех пуласчĕ

30 Раштав, 2016

Редакцие куллен çыру килет. "Чăваш хĕрарăмне" юратса вуланине пĕлтеретĕр эсир, вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр, сĕнÿ-канаш паратăр, хăвăра хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма, вĕсене пĕрле сÿтсе явма ыйтатăр. Туслă çыхăну малашне те ан татăлтăрччĕ.

Çулталăк вĕçленнĕ май кăçал пирĕнпе пулнă авторсене чунран тав тăватпăр. Çирĕп çыхăну йĕркеленĕ яланхи тусăмăрсем: Георгий Тусли /Красноармейски районĕ/, Анатолий Пукаш /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Александр Вишневский /Шупашкар хули/, Галина Зотова /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Петр Сидоров /Шупашкар хули/, Иван Ерофеев /Патăрьел районĕ/, Владимир Егоров /Элĕк районĕ/, Николай Ершов /Красноармейски районĕ/, Николай Агаков /Канаш районĕ/, Лина Макарова /Шупашкар районĕ/, Елена Никитина /Муркаш районĕ/, Роза Петрова-Ахтимирова /Шупашкар хули/ — хальхинче те çыру хыççăн çыру вĕçтерчĕç.

Хăнăхнă йăлапа Левтина Марье, Лидия Сарине, Зоя Сывлăмпи, Анатолий Юман, Маргарита Прокопьева, Николай Васмат, Лидия Ковалюк, Любовь Лĕпĕшпи, Нина Пăрчăкан, Анатолий Кибеч, Юхма Мишши, Светлана Асамат та хăйсен хайлавĕсемпе савăнтарчĕç. Владимир Кузьмин, Геронтий Никифоров, Анатолий Юман, Виталий Енĕш, Виктор Симаков, Вячеслав Круглов, Валентина Христофорова, Галина Макарова, Татьяна Борисова, Людмила Сорокина-Пурлушкина, Çемен Эреш, Владимир Тăвăл, Владислав Пастухов-Анаткас, Галина Çуткÿл, Маюк Буланова, Вăрăм Палюк, Георгий Борзин, Ÿрмек Ваçли те сăвă-калавĕпе, шухăшĕпе паллаштарчĕç.

Хастар та пултаруллă вулакансемпе Николай Смирновпа /Шупашкар районĕ/, Маргарита Михайловăпа /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Вениамин Архиповпа /Элĕк районĕ/, Нина Антоновăпа /Шупашкар районĕ/, Роза Калмыковăпа /Элĕк районĕ/ пĕрлех Любовь Александрова /Шупашкар хули/, Виталий Никонов /Шупашкар хули/, Анастасия Алексеева /Шупашкар хули/, Ксения Федорова /Канаш районĕ/, Ольга Чернова /Куславкка районĕ/, Галина Петрова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Валентина Кириллова /Елчĕк районĕ/, Зоя Лукина /Шупашкар хули/, Надежда Гордеева /Шупашкар хули/, Ираида Фадеева /Шупашкар хули/, Михаил Карпов /Шупашкар хули/, А.Петрова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Елена Емельянова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Лариса Петрова /Элĕк районĕ/, Алина Комиссарова /Элĕк районĕ/, Нина Степанова /Йĕпреç районĕ/, Л.Чернова /Елчĕк районĕ/, Валерия Иванова /Комсомольски районĕ/, Геннадий Изосимов /Елчĕк районĕ/, Анна Рыжайкина /Улатăр хули/, Лилия Петрова /Етĕрне районĕ/, Анна Кузьмина, Николай Еремеев, Анна Пескова /Вăрнар районĕ/, Надежда Туринге /Шупашкар хули/, Алевтина Федорова /Элĕк районĕ/, А.Петрова /Вăрнар районĕ/, Т.Иванова /Канаш хули/, Лариса Соловьева /Тăвай районĕ/, Серафима Казакова /Патăрьел районĕ/, Ольга Федорова /Элĕк районĕ/, Глафира Григорьева /Елчĕк районĕ/, Борис Борисов /Элĕк районĕ/, Елена Васильева /Шупашкар хули/, Петĕр Турхансем, Ольга Скворцова, Яков Степанов /Патăрьел районĕ/, Зоя Токарева /Шупашкар хули/ хаçатпа çыхăну йĕркелерĕç.

Аякри йăхташăмăрсен пурнăçĕ çинчен Наталья Тарасова /Пушкăрт/, Елена Лянкина /Ульяновск облаçĕ/, Геннадий Карсаков /Тутарстан/, Александр Акимов /Тутарстан/ çырса пĕлтерчĕç.

Оксана Ястребова /Тăвай район прокурорĕ/, Надежда Васильева /Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пресс-секретарĕ/, Людмила Бусова /Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи/, А.Шарин /РФ СК ЧР управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи следстви уйрăмĕн ертÿçи/, Ю.Краснова /Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕн ĕçченĕ/, В.Горшков /РФ СК ЧР управленийĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи следстви уйрăмĕн ертÿçи/, Н. Петрова /РФ СК ЧР СУ Шупашкарти Мускав районĕн следователĕн аслă пулăшуçи/, Э. Столярова /Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн заместителĕ/, А.Громов /Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи/, Э.Сокрашкин /Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн пулăшуçи/, М.Степанова /Элĕк районĕн прокурорĕн пулăшуçи/, Анастасия Варягина /Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн пулăшуçи/, Э.Долгова /РФ СК ЧР СУ Шупашкарти Мускав районĕн следователĕн пулăшуçи/, Е.Леонтьева /Шупашкарти Калинин районĕн прокурорĕн пулăшуçи/, Фаина Лазарева /Элĕк район прокурорĕн заместителĕ/, А.Майорова /Элĕк районĕн полици уйрăмĕн дознавателĕ/, Е.Афанасьев /Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи/, Н.Грудцына /Шупашкарти Калинин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи/, Олег Дмитриев /РФ СК ЧР СУ ертÿçин аслă пулăшуçи/, Татьяна Прокопьева /Хулари клиника центрĕн тухтăрĕ/, Татьяна Молоствова /Хулари клиника больницин тухтăрĕ/, Лариса Агеева /Хулари клиника больницин тухтăрĕ/ хăйсен тытăмĕнчи хыпарсемпе паллаштарчĕç.

Владислав Платоновпа /Шупашкар районĕ/ Николай Краснов /Йĕпреç районĕ/ сăмах каçмăшĕсемпе пуç ваттарнисĕр пуçне сăвă-хайлавĕпе те савăнтарчĕç.

Малашне те пĕрлех пуласчĕ, пĕр-пĕрне упрасчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.