Комментари хушас

Редакцие сиртен куллен тенĕ пек çыру килет. «Чăваш хĕрарăмне» юратса вуланине пĕлтеретĕр эсир, вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр, сĕнÿ-канаш паратăр, хăвăра хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма, вĕсене пĕрле сÿтсе явма ыйтатăр. Çак туслă çыхăну малашне те ан татăлтăрччĕ.

Çулталăк вĕçленнĕ май кăçал пирĕнпе пулнă авторсене чунран тав тăватпăр. Çирĕп çыхăну йĕркеленĕ яланхи тантăшăмăрсем: Георгий Тусли /Красноармейски районĕ/, Анатолий Пукаш /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Александр Вишневский /Шупашкар хули/, Галина Зотова /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Роза Петрова-Ахтимирова /Шупашкар хули/, Юрий Корнилов /Элĕк районĕ/, Петр Сидоров /Шупашкар хули/, Иван Ерофеев /Патăрьел районĕ/, Виталий Ачча /Канаш районĕ/, Зинаида Свеклова /Шăмăршă районĕ/, Геннадий Савельев /Элĕк районĕ/, Лилия Егорова /Шупашкар хули/ - хальхинче те çыру хыççăн çыру вĕçтерчĕç.

Хăнăхнă йăлапа Левтина Марье, Лидия Сарине, Валентина Тарават, Светлана Асамат, Зоя Сывлăмпи, Анатолий Юман, Маргарита Прокопьева, Вячеслав Михайлов, Николай Васмат, Анатолий Хмыт, Роза Шевлепи, Лидия Ковалюк, Иван Тенюшев, Любовь Лĕпĕшпи, Геннадий Юмарт, Николай Агаков та хăйсен хайлавĕсемпе савăнтарчĕç. Владимир Кузьмин, Василий Кошкин-Кервен, Юлия Силэм, Валери Туркай, Любовь Мартьянова, Герман Желтухин, Геронтий Никифоров, Виталий Станьял та сăвă-калавĕпе, шухăшĕпе паллаштарчĕç.

Хастар та пултаруллă вулакансемпе Елена Соборовăпа, Петрпа Зинаида Мазуркинсемпе, Василий Савинкинпа, Мария Ермолаевăпа, Галина Çавалпа, Галина Макаровăпа, Вячеслав Кругловпа, Алексей Суварпа, Надежда Шандимировăпа пĕрлех Валентина Христофорова /Вăрмар районĕ/, Вячеслав Михайлов /Элĕк районĕ/, Лина Макарова /Шупашкар районĕ/, Анатолий Васильев /Элĕк районĕ/, Любовь Александрова /Шупашкар хули/, Зоя Разумова /Вăрмар районĕ/, Роза Калмыкова /Элĕк районĕ/, Ксения Михайлова /Шупашкар районĕ/, Евгения Иванова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Р.Леонтьева /Шупашкар хули/, Галина Кириллова, Илья Яковлев /Муркаш районĕ/, Игорь Майков /Муркаш районĕ/, Людмила Тумаланова /Йĕпреç районĕ/, Мария Мамуткина /Йĕпреç районĕ/, Галина Матвеева /Вăрмар районĕ/, Людмила Именова /Етĕрне районĕ/, Петр Семенов, Альберт Кольцов /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Михаил Игнатьев /Шупашкар районĕ/, Глафира Ильина /Красноармейски районĕ/, Любовь Трофимова, Елена Иванова /Вăрмар районĕ/, Виталий Никонов /Шупашкар хули/, Елена Никитина /Муркаш районĕ/, Альбина Михайлова, Нина Павлова, Алина Светлова, Екатерина Григорьева /Шупашкар районĕ/, Альберт Аниш, Николай Ершов /Красноармейски районĕ/ хаçатпа çыхăну йĕркелерĕç.

Аякри йăхташăмăрсен пурнăçĕ çинчен Зоя Васильева /Кемĕр облаçĕ/, Елена Лянкина /Ульяновск облаçĕ/, Светлана Садыкова /Тутарстан/, Елена Мустаева /Ульяновск облаçĕ/, Ирина Михайлова /Пушкăртстан/ çырса пĕлтерчĕç.

Оксана Ястребова /Тăвай район прокурорĕ/, Людмила Лукина /Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ĕçченĕ/, Надежда Васильева /Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ/, Людмила Бусова /Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи/, Андрей Козлов /РФ ШĔМĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ/, А.Шарин /РФ СК ЧР управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи/, Ю.Краснова /Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕн ĕçченĕ/, Инна Егорова /Шупашкарти Ленин районĕн следстви уйрăмĕн ĕçченĕ/, Н. Петрова /Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕн ĕçченĕ/, Э.Столярова /Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн заместителĕ/ хăйсен тытăмĕнчи хыпарсемпе паллаштарчĕç.

Владислав Платоновпа /Шупашкар районĕ/ Николай Краснов /Йĕпреç районĕ/ сăмах каçмăшĕсемпе пуç ваттарнисĕр пуçне сăвă-хай­лавĕпе те савăнтарчĕç.

Малашне те пĕрлех пуласчĕ, пĕр-пĕрне упрасчĕ!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.