Туслăх пытăр ĕмĕре
Сехет йĕпписем, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн, шав малалла васкаççĕ, çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ: пĕри минутне çăмхалать, тепри вĕсенчен сехетсен тăсăмне аякка-аякка тăсать. Çапла çĕр кунпа улшăнать, кĕр — хĕлпе. Вăхăтăн хăйĕн чуппи мар-и — этемĕн ăна тытса чармашкăн хевте çитес çук. Акă черетлĕ çулталăкпа сыв пуллашатпăр: тепĕр икĕ кунран 2017 çул истори тапхăрне куçать...
Хыçа юлакан çулталăк Раççей, Чăваш халăхĕшĕн çăмăл килмерĕ пулин те пирĕнтен кашнийĕн кун-çулĕнче ырă йĕр хăварчĕ, пархатарлăх кÿчĕ: йывăрлăхĕ кăмăл-туйăма çирĕплетрĕ, савăнăçĕ чуна хăпартлантарчĕ, малашлăха ăнтăлма вăй-хăват хушса тăчĕ. Анăçри çĕршывсенчен хăшĕ-пĕри тĕрлĕ санкципе ура хума пикеннине пăхмасăр çĕршывăмăр, унпа пĕрле республикăмăр та тĕре-кленчĕç, вăй илчĕç. Тĕрĕссипе, çакнашкал пулăм пиçĕхтерчĕ кăна: пирĕн хутлăхра таса та паха çимĕç çитĕнтерме, хальхи йышши кăткăс техника кăларма, хамăра хамăр хÿтĕлеме пултарнине ĕçпе çирĕплетрĕмĕр. Экономикăн чăн-чăн секторĕ, социаллă тата ытти тытăм тĕллевлĕн аталанаççĕ, çĕнĕ больницăсемпе ФАПсем, шкулсемпе ача сачĕсем çĕкленеççĕ, тухтăрсем пысăк технологисемпе усă курса халиччен сыватайми шутланнă чирсене парăнтараççĕ.
Çĕршывăн çитĕнĕвĕсем, малашлăх тĕллевлĕ улшăнусем çинчен чăваш халăх хаçачĕ ентешĕмĕрсене çулталăк тăршшĕпех паллаштарса тăчĕ, пичетĕн витĕмлĕ сăмахĕпе Чăваш хутлăхĕн хастарĕсене пархатарлă ĕçсем тумашкăн хавхалантарса пычĕ. «Хыпар» кун-çул уттинчен юлмарĕ, тепĕр чухне маларах та пычĕ пулĕ.
Çакăнта, паллах, кăларăмăн çывăх тусĕсен, общество корреспонденчĕсен тÿпи сумлă. Вĕсем хаçата пуян та тарăн содержаниллĕ, интереслĕ кăлармашкăн, ăна пуянлатмашкăн пуçаруллă хутшăнчĕç, ырă хыпарсене пĕлтерсех тăчĕç, çитменлĕхсем çинчен çивĕччĕн çырчĕç.
«Хыпар» хаçатпа туслă çыхăну тытнăшăн шанчăклă ентешĕмĕрсене Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Калеме мăкалма паман хастарсем сахал мар чăваш халăх хаçачĕн. Вĕсен йышĕнче: Валерий Алексеев, Порфирий Афанасьев, Юрий Артемьев, Вениамин Архипов, Светлана Асамат, Алексей Бойков, Юрий Борисов, Надежда Васильева, Александр Вишневский, Нина Гречко, Виктор Данилов, Ирина Евграфова, Галина Ертмакова, Николай Ершов, Георгий Ефимов /Тусли/, Галина Зотова, Валентина Игнатьева /Тарават/, Марина Карягина, Анатолий Кипеч, Марина Китарьева, Илья Клочков, Федор Козлов, Николай Краснов, Светлана Леонтьева, Ева Лисина, Альбина Любимова /Юрату/, Анатолий Максимов /Пукаш/, Галина Матвеева, Александр Мокин, Виталий Никитин /Станьял/, Геронтий Никифоров, Ольга Павлова, Владислав Платонов, Виталий Родионов, Геннадий Савельев, Раиса Сарпи, Людмила Сачкова, Юрий Сементер, Петр Сидоров, Зинаида Соловьева, Ольга Ухсай, Анатолий Филиппов /Такан/, Виктор Чернов, Геннадий Юмарт, Оксана Ястребова тата ыттисем.
Хаклă тусăмăрсем, сывă та таса çÿрĕр, телейлĕ пулăр, юратупа пурăнăр, «Хыпарпа» юлăр, хыпарпа савăнтарăр.
Комментари хушас