- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хĕл Мучи, мана шăллăм парнеле, тархасшăн»
Çулсеренех Шупашкарта «Хĕл Мучи почти» пултарулăх конкурсĕ иртет. Кăçал та тĕп хуламăрти 7-17 çулсенчи ачасем унта хастар хутшăнчĕç. Хĕл Мучи патне çырнă çырура вĕсен пултарулăхĕ те, тарăн шухăшлавĕ те, ырă кăмăлĕ те палăрать. Конкурса пĕтĕмпе 300 ĕç килсе çитнĕ. Çитес çул ăна тата анлăлатасшăн, республика шайĕнче ирттересшĕн.
«Хĕл Мучи патне шăрçаланă çыру» номинацире 8 çулти Андрей Николаев çĕнтернĕ, «Çĕнĕ çул открытки» номинацире вара 14 çулти Татьяна Даниловăна çитекен пулман.
Мĕн ыйтаççĕ-ха ачасем Хĕл Мучирен? «Паллах, тетте!» — тетĕр пуль-ха эсир. Ку кăна мар, тĕнчери тăнăçлăх е çĕр çинчи пур ача валли те çирĕп сывлăх ыйтакансем те пур. Асамлăха вĕсем чунтанах ĕненеççĕ. Çакна Чăваш Республикин Федераци почта çыхăнăвĕн управленийĕнче ачасен çырăвĕсемпе паллашсан пĕлме май килчĕ. Хăш-пĕр çырăвне эсир те вулама пултаратăр.
Сывлăх сунатăп, Хĕл Мучи!
Сан патна асамлă Шупашкар хулинчен Андрей çырать. Эпĕ 8 çулта, 2-мĕш класра вĕренетĕп. Кăçал эсĕ пирĕн хулара пултăн, анчах нумайлăха мар. Шел, эпĕ сана кураймарăм, мĕншĕн тесен чирлерĕм. Анчах аттепе анне эпĕ лайăх ача пулсан тата лайăх вĕренсен эсĕ пирĕн пата хăнана килетĕнех терĕç. Пуринчен ытла эпĕ икĕ уява юрататăп: çуралнă куна тата Çĕнĕ çула. Мĕншĕн тесен çав кунсенче чи кĕтнĕ ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ. Çуралнă куна вĕсене аттепе анне пурнăçлаççĕ, Çĕнĕ çулта вара — ырă Хĕл Мучи. /…/
Хĕл Мучи, татах кил пирĕн пата. Кăçал тĕл пулайманнисем тепĕр çул курччăр сана. Пирĕн ĕмĕтсем пурнăçланасса питĕ шанатăп, эсĕ чи ырри вĕт-ха. Пиччепе иксĕмĕр сана Çĕнĕ çулта питĕ кĕтетпĕр!
Андрей
Комментари хушас