ĔНИ МАНĂН, СĔЧĔ УЛПУТĂН

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикинче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакса пырать. Ĕнесен пысăк пайне уйрăм хушма хуçалăхсенче кăна тытаççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене шанса ларнипе сĕт-турăх сĕтел çине килмесен те пултарать. Çавăнпа та уйрăм хушма хуçалăхсене ĕне выльăх ĕрчетме майсем туса памаллах-тăр. Анчах паянхи куна кунашкал пулăшу тÿнтерле пулса пынăн туйăнать. Сĕт-çу завочĕсем сĕте йÿнĕпе туяннăран. Тупăш илеймесен ĕне тытса нушаланнинче мĕн усă?

Ял хуçалăх продукцийĕ нихăш саманара та хаклă пулман-тăр.Тĕрĕсрех каласан, лавккаран туяннă чухне сĕчĕ-çăвĕ те, хăйми-тăпăрчи те - тĕрлĕ юр-вар çимĕçĕ пĕртте йÿнĕ мар-ха. Тÿнтерле пулăм мĕн сăлтавпа пулса пырать-ши? Кунта пуç ватма кирлех те мар: хак хăпартакансем - урăххисем! Продукцие туса илмесĕр - сутнипе кăна пуяс текенсем.

«Сĕт çиес килсен ĕне усра», «Ĕнине кура пурнăç» тетчĕç ĕлĕкрех. Халĕ вара халăх каларăшĕсене те улăштарма тивет-ши? «Сутă тунине кура - пурнăç» тесе калани пирĕн саманара юравлăрах. Е тата: «Ĕни манăн, сĕчĕ улпутăн», - тени шăп та лăп чăнлăхпа килĕшсе тăрать. Сутмалли япалан кăна мар, пилĕк авса ăнтарнă ĕçĕн те хакĕ пулмаллах ĕнтĕ.

 

Н. СУЙМАНОВ

- Ĕнене газланă шыв ĕçтерер-и? Тен, газлантарсан сĕт хакĕ те ÿсĕ...
- А может корову угостить газировкой? Увидишь, цена на газированное молоко величится в разы...
С. Мягков ÿкерчĕкĕ

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.