Комментари хушас

17 Çĕртме, 2016

Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕн тата РФ Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕн Чăваш Республикинче иртнĕ пĕрлехи канашлăвĕ хыççăн Николай Патрушев, Михаил Бабич тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри экологи тата информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен темиçе предприятие çитсе курнă.

Сумлă хăнасем «Элара» ăс­лăлăх-производство комплексĕн ĕçĕпе паллашнă. Предприяти çĕршывăн авиаци отраслĕн ертсе пыракан концернĕсен йышне кĕрет. Хăнасем цехсене кĕрсе курнă, предприяти продукцине пăхса çаврăннă, музейри экспозицисене сăнанă. Çав кунах ĕçлĕ ушкăн «ЭКРА» ăслăлăх-производство комплексĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяшсен полигонĕнче пулнă.

Николай Патрушев, Михаил Бабич, Михаил Игнатьев оборона-промышленноç комплексĕн предприятийĕсен ĕçне тата экологи хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Полигонра Николай Патрушев Чăваш Енĕн каяшсене утилизацилессипе, экологи тата санитари ыйтăвĕсене пăхăнассипе çыхăннă проекчĕ ăнăçлă пурнăçланнине пĕлтернĕ. Йăлари хытă каяшсемпе хăрушсăр мелпе усă курассин технологийĕсене малашне те ĕçе кĕртмеллине палăртнă. Михаил Игнатьев Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарьне хальхи йышши полигонăн строительствин пĕрремĕш тапхăрне вĕçлени, хытă каяшсене малта пыракан технологисемпе усă курса утилизацилекен тата тепре усă курма май паракан тытăм туса хуни çинчен каласа кăтартнă. Каяшсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 20% таран иккĕмĕшле чĕртавар илме палăртаççĕ. Малашне ку калăпăша татах ÿстерсе пырăпăр, тенĕ Игнатьев.

Аса илтеретпĕр: çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи канашлура производство каяшĕсемпе усă курас ĕçри экологи хăрушлăхне чакарассипе тата патшалăх органĕсенче «Интернет» сечĕпе усă курнă чухне информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин мерисене сÿтсе явнă.

И.СЕМЕНОВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.