Саккунсем - халăх ырлăхĕшĕн
Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 38-мĕш сессийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ.
Депутатсем унта «ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне палăртасси çинчен» йышăну проектне ырларĕç. Раççейре кăçалхи авăн уйăхĕн 18-мĕшне Пĕрлехи сасăлав кунĕ тесе палăртнă, эппин, Чăваш Ен парламенчĕн суйлавĕ те çав кун иртмелле. Тухса калаçакансен хушшинче тĕрлĕ шухăша палăртакан пулчĕ. Акă Игорь Моляков çакна пула хальхи депутатсен полномочийĕсем срокран маларах вĕçленнĕшĕн кăмăлсăр: вĕсене 2011 çулхи раштав уйăхĕнче суйланă-çке. Çапах ытларахăшĕ Пĕрлехи сасăлав кунĕ укçа-тенке тата сасăлавçăсен вăхăтне перекетлеме май парĕ тесе пĕтĕмлетрĕ.
Чăваш Енре пассажирсене автомобиль транспорчĕпе турттарассине йĕркелесси çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусем те депутатсене нумай калаçтарчĕç. Ку ыйтупа ЧР транспорт тата çул- йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников доклад турĕ. Вăл каланă тăрăх — çак çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн тÿлемелли хака малашне муниципалитетсем хăйсем палăртĕç. Проектра транспорт хатĕрĕсене çулçÿревшĕн электрон карттăпа тÿлеме май паракан ятарлă оборудованипе пуянлатмаллине çырнă. Ку норма 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çавăн пекех хуласенче хăшпĕр маршрут çухалĕ: вырăнти влаçăн пĕр евĕрлĕрех тата тăкаклă рейссене хупма ирĕк пур. Сессире тухса калаçакансем ку проект транспорт ыйтăвне туллин татса параймасан та кăштах йĕрке тума пулăшĕ терĕç.
“Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çинчен” саккунăн темиçе статйине кĕртме сĕнекен улшăнусене те — вĕсем регионăн чи аслă должноçне йышăнакана паракан çăмăллăхсене пырса тивеççĕ — депутатсем чылай вăхăт сÿтсе яврĕç. Çакăн хыççăн ку проекта та икĕ вулавпа йышăнчĕç. Вĕсем çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕ, муниципалитет служби, вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси, инвестици ĕç-хĕлне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси, миравай судьясен должноçĕсене тата суд участокĕсене туса хурасси çинчен калакан тата ытти саккун проекчĕсене тишкерчĕç. Сессирех ЧР Этем прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин асăннă аппаратăн 2015 çулхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Депутатсем ытти ыйтăва та — пĕтĕмпе 20 ытла — пăхса тухрĕç.
И.КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас