Хушма ятсем

«ДЕСАНТНИК»

Якку Петĕркки – «Десантник»!
Ялта ят ахаль тухман:
Урине хуçса амантнă -
Хăй çарта пулса курман.
Ют матка патне кайсассăн,
Çатан урлă сикнĕ чух
Инкек курнă теççĕ каскăн -
Уçăлман-мĕн парашют.
 

«СПОРТЛОТО ВАÇÇИ»

Ишÿлсе ларать кил-ăурчÿ,
Тайçлса пырать лаăăи...
Аллинче ун ÿă те пурччÿ,
Халь вçл – «Спортлото Ваăăи».
Амçшне тек йçлçхтарчÿ,
Укăа ыйтрÿ пенсирен.
Кивăене татма шантарчÿ:
«Парçп - выляса илсен».
 

«ЕВРО ВАНЬККИ»

Тĕслĕхре кахал-юлхавшăн
Ылтăн алăллă Ванькка:
Мускавран евро-юсавшăн
Яла килнĕ европа.
Лавккара сутуçă Вера
Тĕл пулман-мĕн кун пекки:
«Тенкĕ, пус парсамччĕ, - терĕ, -
Каçарсам, Евро Ванькки!»
 
Валерий КОШКИН
 
Валерий КОШКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.