«Юлташа çăкăр чĕлли пани те телей пулнă»
....Амăшĕ фермăра ĕçленĕ. Ун патне ывăлĕ пырсан выльăхсем валли пĕçернĕ çĕрулми катăкне вăрттăн тыттарнă хăш чухне, ачан вара çынсем асăрхиччен вĕрискернех хăвăртрах çăтса яма тивнĕ.
Федор Петровичпа калаçса ларнă май эпĕ те, вăрçă хыççăн темиçе çултан çуралнăскер, атте-анне каласа панине аса илтĕм.