Пурнăçра та, спектакльте те ăрусен çыхăнăвĕ пурри аван

Чăвашсен хальхи музыка искусствине кăмăллакансем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пултарулăх ертÿçин тата тĕп дирижерĕн Ольга НЕСТЕРОВĂН пултарулăхне пысăка хурса хаклаççĕ. Çак театрта1987 çултанпа тăрăшаканскер хальччен пулман шухăшсемпе хăюллă проектсен авторĕ пулнине палăртаççĕ. Вăл ертсе пынипе лартнă тата куракансем патне çитнĕ спектакльсемпе кăсăклă проектсен “ĕмĕрĕ” кĕске мар, вĕсем аталанаççĕ, çынсен чĕрисене тыткăнлаççĕ. Чи пахи — Ольга Сетнеровна наци репертуарне пуянлатас ĕçе пысăк тÿпе хывать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Гранчĕсене тивĕçнĕ «Сарпике» балетăн, «Шывармань», «Нарспи» оперăсен илемлĕх ертÿçи тата дирижерĕ — шăпах О.Нестерова. Унăн пуçарăвĕпех театрта тĕрлĕ фестиваль иртет. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ хăйне мухтанине юратмасть, театрăн пĕтĕм çитĕнĕвĕпе ăнăçăвне коллективăн тăрăшулăхĕпе çыхăнтарать.Чăн та, хальхинче меллĕ самантпа усă курса унăн пурнăç çулĕ, çемйи, ĕмĕт-тĕллевĕ пирки сăмах пуçартăм. Çапах Ольга Сетнеровна калаçăва кĕçех хупăнакан 56-мĕш сезона пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ:

— Театрăн 56-мĕш сезонĕ кăсăклă пулăмсемпе, премьерăсемпе пуян пулчĕ. Эпир çĕнĕ 5 спектакль лартрăмăр: «Спящая красавица» /Пĕтĕм тĕнчери XX балет фестивалĕ тĕлне/, «Красавица и Чудовище» /Чăваш халăх артисткин Татьяна Альпидовскаян пултарулăх каçĕ/ балетсем, «Любовный напиток» /Пĕтĕм тĕнчери М.Михайлов ячĕллĕ XXV опера фестивалĕ/, «Фауст» /ЧР тава тивĕçлĕ артисткин Ольга Вильдяевăн пултарулăх каçĕ/ оперăсем, Çĕнĕ çул умĕн ачасем валли «Дитя и волшебство» проект /вăл РФ Культура министерствин ятарлă конкурсĕн грантне тивĕçнĕ/. Çавăн пекех эпир ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн Сергей Алексеевăн тата ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий Ильин режиссерăн пултарулăх каçĕсене ирттертĕмĕр. Чăваш музыкин, «Чăваш Енĕн çамрăк таланчĕсем» фестивальсем куракансене питĕ килĕшрĕç. Халĕ эпир сезонăн финалне — оперетта фестивальне — хатĕрленетпĕр. «Сильва» опереттăпа гала-концерта Санкт-Петербургри музыка комедийĕн театрĕн çăлтăрĕсем — РФ тава тивĕçлĕ артистки Ольга Лозовая тата Иван Корытов — хутшăнĕç. Вĕсем пирĕн патра маларах та пулнăччĕ, çак артистсен номерĕсем, тĕрлĕ трюкпа, хореографипе, вокалпа пуянскерсем, пурне те питĕ килĕшнĕччĕ. Асăннă фестиваль пирĕншĕн те, кураканшăн та, чăн-чăн уяв пуласса шанатăп. Эпир мĕн ĕçлени — йăлтах куракансемшĕн. Пирĕншĕн театра килекен кашни çын хаклă. Куракансем пирĕнпе пĕрле аталанса пынине, оперăпа балет искусствине ытларах та ытларах юратма тытăннине сăнама уйрăмах кăмăллă.

— Çитес сезонра та кураканшăн кăсăкли нумай пулать ахăртнех?

— Паллах. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн пата Мускаври балет театрĕн тата Пысăк театрăн артисчĕсем килĕç. «Лебединое озеро» тата «Ромео и Джульетта» спектакльсемпе, гала-концертпа савăнтарĕç.

2017 çулхи çу уйăхĕнче пирĕн оркестр 85 çул тултарать. 1932 çулта унăн пĕрремĕш концерчĕ иртнĕ, вăл — Атăлçири чи малтанхи симфони оркестрĕсенчен пĕри. Çакна та палăртса хăварам: XX ĕмĕр чăваш композиторĕсемпе пуян пулнă, çавна май оркестр Анисим Асламасăн, Филипп Лукинăн, Григорий Хирбюн, Федор Васильевăн, Тимофей Фандеевăн произведенийĕсемпе халăха паллаштарнă. 85 çулхи юбилея халалласа çитес сезонра темиçе концерт та иртĕ. Çавăн пекех эпир Захар Шапирона — вăл 40 çул ытла оркестрăн пĕрремĕш сĕрме купăсçи пулнă — асăнса концерт йĕркелеме палăртатпăр. Эпир ăна пĕлтĕр юлашки çула ăсатрăмăр.

Çитес çул пирĕн балетшăн та юбилейли пулĕ: Ваганов училищине пĕтерсе тăван тăрăха таврăннă труппа — чăваш çамрăкĕсем — 1967 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пĕрремĕш балет /«Жизель»/ лартнă. Çак юбилея паллă тунипе пĕрлех кăсăклă ытти проекта пурнăçа кĕртĕпĕр, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисткин Елена Лемешевскаян, Чăваш халăх артисчĕн Айдар Хисамутдиновăн, Анастасийăпа Дмитрий Абрамовсен пултарулăх каçĕсене ирттерĕпĕр.

— Чăваш Ене паллă театрсен артисчĕсем килнĕ хушăрах эсир те ют тăрăха тухса çÿретĕр, гастрольсене каятăр...

— Тухса çÿремесĕр, гастрольсемсĕр май килмест. Вĕсем пирĕн ĕçе кăсăклăх кĕртеççĕ. Кăçал мана дирижер пек Мускаври Пĕтĕм тĕнчери музыка çуртне чĕнчĕç, унти оркестрпа куракансене савăнтартăмăр. Пултарулăхăма килĕштерчĕç-ши? Тепĕр уйăхранах хамăрăн оркестрпа сумлă çав çуртри концерта хутшăнмашкăн чĕнчĕç. Çакă пирĕншĕн — пысăк чыс. 56-мĕш сезонрах Сыктывкарти опера театрĕнче «Севильский цирюльник», Чулхулари «Болдинская осень» фестивальте «Нунча» спектакльсен дирижерĕ пулма сĕнчĕç те — килĕшрĕм. Кăçалах Иван Снигирев солистпа Красноярскра опера фестивальне хутшăнтăмăр. Иван «Пиковая дама» оперăри Герман партине юрларĕ, эпĕ дирижер пултăм. Кирек ăçта кайсан та пирĕн солистсен пултарулăхне пысăк хак параççĕ, вĕсем ăçта воспитани илнине ыйтаççĕ. «Чăваш Республикинче», — тесен тĕлĕнеççĕ. Нумайăшĕ лайăх солистсем Мускавра, Санкт-Петербургра тата пысăк ытти хулара ăсталăхне туптаççĕ тесе шухăшлать.

— Сăмах май, сирĕн театрта çамрăк сахал мар.

— Пирĕн театрта çамрăксем те, аслăрах çултисем те ĕçлеççĕ. Эпир çамрăксене пултарулăхне туллин уçма пулăшатпăр, Турă панă талантне аталантарччăр тесе тăрăшатпăр. Вĕсем хăйсен кирлĕлĕхне туйччăр тетпĕр. Эпĕ — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн опера класĕн преподавателĕ, çавăн пекех эстрада вокалĕн ансамбльне те ертсе пыратăп. Эстрадăна питĕ юрататăп, çамрăк чухне ку енĕпе нумай юрланă. Преподаватель пулнă май культура институтне, музыка училищине кам вĕренме кĕнине сăнасах тăратăп, чи пултаруллисене, ĕçлеме ÿркенменнисене хамăрăн театра чĕнетĕп. Кирек мĕнле спектакль артистшăн та, музыкантшăн та кăмăл-сипет, ăс-тăн тата ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен питĕ пысăк ĕç. Çавăнпа çут çанталăк панă пултарулăх пурри çеç çителĕксĕр, ăна аталантармасан, унпа питĕ нумай ĕçлемесен нимĕн те пулмасть. Пултарулăх ертÿçин должноçне йышăнсанах эпĕ чылай ĕçе ытларах çамрăксене явăçтараттăм, халĕ вара пĕтĕм вăй-хăватпа туллин усă курма тăрăшатăп. Спектакльте те, пурнăçра та ăрусен çыхăнăвĕ пурри питĕ аван. Пирĕн ĕç — коллективпа пурнăçламалли, пĕччен нимĕн те тăваймастăн. Çакна пулах эпĕ халĕ артистсене тата хытăрах юрататăп, вĕсене ытларах ăнланатăп: ку театрта 20 çул концертмейстерта, халĕ 8-мĕш çул пултарулăх ертÿçинче ĕçлетĕп-çке.

— Эсир коллективпа та, хăвăр çеç те чикĕ леш енне пĕрре мар кайнă. Виçĕ çул каялла Италири Агриджьен театрĕнче «Риголетто» проектăн дирижерĕ пулнă. Палламан коллективпа ĕçлеме йывăр пулмарĕ-и?

— Кăсăклă пулчĕ, Италире питĕ килĕшрĕ. Асăннă премьерăна пĕр эрнере лартма тиврĕ. Инçе çула тухиччен итальян чĕлхине вĕренме пуçларăм, чăн та, мана унта куçаруçă пачĕç. Çав тăрăхри уйрăмлăх — театрта директорпа унăн пулăшуçи çеç, артистсене вара пĕр эрнелĕхе чĕнсе илеççĕ те çак тапхăрта спектакль лартаççĕ. Коллектива тепĕр уйăхра тин тепре чĕнеççĕ. Тепĕр самант пирки те асăнса хăварам: çав çĕршывра пурăнакансем ытти халăх итальянла юрланине юратмаççĕ. Сăлтавне ăнланаймарăм. Мана, тĕслĕхрен, урăх наци çыннисем вырăс, чăваш произведенийĕсене вĕренни тата юрлани савăнтарать.

Ют çĕршывсем тенĕрен — пирĕн балет труппи юлашки виçĕ çулта кашни кĕркунне Европа тăрăх икĕ уйăхлăха турнене кайрĕ. Икĕ çул каялла оркестрпа Люксембургра тата Германире пултăмăр, Араб Эмиратне çитсе килтĕмĕр. Китайра балет труппипе «Лебединое озеро» кăтартрăмăр, çак спектакль унта пурăнакансене питĕ килĕшет. Май пулсан кăçал та чикĕ леш енне кайăпăр.

— Ольга Сетнеровна, эсир Чăваш Енре дирижер пульчĕ умне тăнă пĕрремĕш хĕрарăм. Çак шухăш патне мĕнле пырса тухрăр? Ку профессие ытларах чухне арçынсем суйласа илеççĕ-çке?

— Эпĕ Новосибирскри консерваторире вĕреннĕ чухнех Шупашкара куçса килтĕм. Çĕпĕрти театра питĕ юрататтăм, тус-юлташ нумайччĕ пулин те Чăваш Ене таврăнтăм. Мана кунта темĕнле хăватлă вăйсем илсе килчĕç пуль. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче фортепиано каланипе пĕрлех музыка учителĕ пек дирижер ĕçне те хăнăхрăм. Çав хушăра оперăпа балет театрĕнче концертмейстерта ĕçлерĕм. Эпĕ диплом илнĕ çулхине театртан харăсах икĕ дирижер кайрĕ, çавна май пирĕн пата Мускав, Санкт-Петербург консерваторийĕсене пĕтернĕ çамрăксем килчĕç. Эпĕ пианино калатăп, вĕсем вара дирижерлама хăтланаççĕ, хăйсем нимех те пĕлмеççĕ. Пĕр ирхине вăрантăм та килтисене хам опера-симфони дирижированийĕн класне каяссине пĕлтертĕм. Хамăрăн театрта лайăх спектакльсем лартас килнĕ ĕнтĕ. Манран пулать-и е çук-и — эпĕ ун чухне çакăн пирки шухăшламан. Çапла Чулхулари М.Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕнчен В.Бойков класĕнчен дирижера вĕренсе тухрăм. Çак професси хама питĕ килĕшет. Дирижерăн тĕп тĕллевĕ — хăйĕн хыççăн ертсе каясси. Оркестра, хора, солистсене пĕр çĕре пĕрлештересси, артистсене пĕр-пĕрне итлеме, пулăшма хистесси, пурин чĕрине те пĕр тикĕссĕн тапма май туса парасси. Çапла ĕçлесен çеç спектакль пахалăхлă пулать. Хамăрăн театра питĕ юрататăп. Халĕ мана ытти коллектив, регионсем хăйсем патне ĕçлеме чĕнеççĕ, анчах килĕшместĕп, мĕншĕн тесен эпĕ хамăрăн республикăн патриочĕ.

— Эсир музыкăна пĕчĕкренех юратнине пĕлетĕп. Сирĕн аннĕр те, ывăлăрпа мăшăрăр та çак тытăмпа çыхăннă. Çывăх çыннăрсем пулăшса пыраççĕ-и?

— Юрă-кĕвĕ тĕнчине пĕчĕкренех юратнă, ача чухнех ыттисенчен уйрăлса тăнă эпĕ. Ача садĕнче пурте Юр пĕрчи пулнă тăк, эпĕ — Хĕлле; ыттисем çулçăсене евĕрленĕ чухне çуркуннене сăнарлаттăм. Ыттисене мĕн пĕчĕкрен хам йĕри-тавра пухса ертсе пыма юратнă пулинех. Çывăх çыннăмсем яланах пулăшса пынă, халĕ те çаплах. Ывăлăм Данила Чулхулари консерваторин 1-мĕш курсне пĕтерет, сĕрме купăс калать. Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ чухне пирĕн концертсене тăтăшах хутшăнатчĕ. Анне Алевтина Никитична /ăна вулакансем Левтина Марье хушма ятпа пĕлеççĕ\ ачасем валли «Снежная королева» юмах лартнă чухне ун валли сăвăсем çырса пачĕ. Кăçал «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçисене пирĕн театрта чысларĕç, анне кашни номинаци валли кăсăклă кĕске сăвăсем шăрçаларĕ. Мăшăрăм Сергей Алексеев — театр солисчĕ.

— Мăшăрăрпа ĕçре те, килте те — пĕрле. Çакă йăлăхтармасть-и?

— Тĕрĕссипе, килте пĕрле-ха эпир, анчах упăшкана ĕçре репетици вăхăтĕнче çеç куратăп, çавăнпа пĕр-пĕрне йăлăхтармастпăр. Ĕçре эпĕ унран ыттисенчен те çирĕпрех ыйтатăп, пĕчĕк йăнăшне те каçармастăп: вăл театрти чи лайăх баритон пулин те. Çакăншăн кÿренет мăшăрăм, тепĕр чухне киле таврăнсан та калаçмасть. Çапла, питĕ çирĕп ыйтакан ертÿçĕ эпĕ, ĕçе тĕплĕн тунине юрататăп.

— Ольга Сетнеровна, «Хыпар» вулаканĕсене мĕн сунас килет сирĕн?

— Хамăрăн республикăна ытларах юратма, мĕн пуррине упрама тата хаклама сĕнетĕп. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев — эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп — пирĕн тĕп пуянлăх ĕçчен чăваш халăхĕ тесе палăртать. Эппин, пĕр-пĕрне хисеплесчĕ тата упрасчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

калаçнă

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.