Ял хастарĕсем ăмăртрĕç
Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисене 1995 çултанпа ирттереççĕ. Кăçалхипе 18-мĕш хутчен йĕркелерĕç ăна. Çак ăмăртăва Чăваш Енре иккĕмĕш çул ĕнтĕ Шупашкар районĕ йышăнать. Йăлана кĕнĕ ăмăрту ял хастарĕсемпе маттурĕсене — республикăри мĕнпур районтан пухăннă 800 яхăн спортсмена — иртнĕ канмалли кунсенче Янăшра пуçтарчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ кун пек уявра — пĕрремĕш хут.
Агропромышленноç комплексĕпе спорта юратакансене пĕтĕçтерекен ăмăрту шăматкун ирех пуçланнă. Малтанах старта утă çулакансем, механизаторсем тата ĕне сăвакансем тухнă.
Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Вăл çулсерен йĕркелекен ял спорт вăййисем тĕрлĕ лапамра иртнине, çавна май муниципалитетсене илемленме пулăшнине палăртнă. Республикăра физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçленине, чылай тĕллеве пурнăçланине те каланă.
— Çакă пĕтĕмпех — ачасене мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассишĕн, — тенĕ вăл.
Михаил Васильевичпа пĕрлех спорт уявне республика тата район ертÿлĕхĕ те хутшăннă.
Ял спорт вăййисен йышне 18 тĕс кĕрет. Вĕсем: армспорт, волейбол, кире пуканĕ йăтасси, çăмăл атлетика, лапта, канат туртасси, сĕтелçи теннисĕ тата ытти те. Маларах асăннă пекех, ĕне суса утă çуласси те вĕсен йышĕнчех. Механизаторсем те тĕрлĕ енлĕ вăй виçсе чи пултаруллине палăртаççĕ.
Икĕ кун кăтартăвĕсем тăрăх ялти чи вăйлă команда ятне черетлĕ хутчен Шупашкар район ушкăнĕ çĕнсе илнĕ. Чи нумай очко — 6246 — пухнă вĕсем. Иккĕмĕш вырăнта — Вăрнарсем, виççĕмĕшĕсем — Йĕпреçсем.
Çĕнтерÿçĕсен тĕп парни — пĕтĕм Раççейри çуллахи спорт ял 11-мĕш вăййисене каймалли путевка. Финал утă уйăхĕн 15-20-мĕшĕсенче Сарă ту облаçĕнче иртĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Комментари хушас