Комментари хушас

11 Çĕртме, 2016

Çырăнатпăр хаçата, туслăх пытăр-и малта?

Çĕнтерÿçĕсене Михаил Арланов саламларĕ.

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕсен хушшинче иртнĕ çулăн вĕçĕнче такмаксен конкурсне пĕлтернĕччĕ. Ăна пĕтĕмлетнине, çĕнтерÿçĕсен ячĕсене хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ.

Çĕнтерÿçĕсене чыслама çак кунсенче Пичет çуртне йыхравларăмăр. Хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче — ялта çулла ĕç сахал-и — кун чухлĕ çын килессе редакци ĕçченĕсем шанманччĕ. Вăхăта шеллемесĕр ытти авторпа паллашма, йышпа савăнма кăмăл тунишĕн тепĕр хутчен тав сире!

Кăларăмăн хастар авторĕсене пĕрле пухни питех те пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕрне хаçатри статьясенчен çеç пĕлеççĕ-çке. «Акă кам иккен Тусли!» «Пукаш, Лисаппа Тули эсир-и-ха?» — паллашрĕç пĕр-пĕринпе тусăмăрсем.

Статьясене «Маруç» тесе алă пусакан хĕрарăм Комсомольски районĕнчи Юнтапа ялĕнче пурăнать. Уява мăнукĕпе Софийăпа тата усрава илнĕ хĕрĕпе Настьăпа çитрĕ вăл. Мария Козлова сăвă-такмак хайлать. Хатĕр кĕвĕсем валли çĕнĕ йĕркесем рифмăлать те пурнăçа сăнлакан-питлекен питех те илемлĕ юрăсем пулса тухаççĕ. Уйрăмах ял хусахĕсене халалласа çырни уява пухăннисен кăмăлĕсене уçрĕ.

Вăрнар районĕнчи Пăваяльтен килнĕ Анна Пескова та /3-мĕш вырăн/ такмаклама-юрлама ăста. Редакцие чĕннишĕн хавхаланнăскер хăйне валли ятарласа çĕлеттернĕ чăваш кĕпипе килчĕ. Хăнана чăн тус-тăванĕ патнех пуçтарăннă вăл — пушă алăпа мар, кучченеçпе çитрĕ. Ÿркенмесĕр кукăль пĕçернĕ, хулара пахча çуккине шута илсе редакци ĕçченĕсене симĕс суханпа та сайлас тенĕ.

Елчĕк районĕнчи Глафира Григорьева /2-мĕш вырăн/ вара пурне те сиплĕ те паха йĕкел пылĕпе хăналарĕ. Культура тытăмĕнче ĕçлекенскерĕн Акатуй, республика кунĕ çывхарнă май ĕçĕ те сахал мар-ха, апла пулин те вăрăм çула тухнă вăл. Пуçлăхĕ те чĕннĕ çĕре çитмеллине палăртнă.

Трак енчи пирĕн тус Георгий Ефимов-Тусли /3-мĕш вырăн/ хавхаланнине экспромт мелĕпе сăвă хыççăн сăвă хайласа систерчĕ. Унăн ентешĕ Николай Ершов /2-мĕш вырăн/ вара хăнана йыхравланăранпах канăçне çухатнă иккен. Хаçата мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илекенскер редакци ĕçченĕсене чĕререн тав тума ăнтăлнă. Канаш районĕнчи Шуркассинчи Николай Агаков та — «Чăваш хĕрарăмĕн» чăн-чăн парăннă тусĕ. Мĕн каласси! Хастар авторсен йышĕнче пирĕн чăн-чăн юлташсем кăна. Вĕсем пирĕнпе тачă çыхăну тытаççĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Галина Зотова /3-мĕш вырăн/ та вĕсен йышĕнчех. Маттур çыравçă халĕ Штанаш шкулĕ çинчен кĕнеке хатĕрлет. Вăл хупăнман тăк кăçал 175 çул тултармаллаччĕ. Ашшĕн ал çырăвĕсене те тупнă хĕрарăм. Вĕсене те кун çути кăтартасшăн.

Сĕнтĕрвăрри каччи Анатолий Максимов /Пукаш/ вара пухăннисене конкурса тăратнă хайлавсене — такмаксене ĕнтĕ — асăнмалăх пĕр кĕнекене пухма сĕнчĕ. Унпа ыттисем те килĕшрĕç.

Муркаш районĕнчи Елена Никитина /1-мĕш вырăн/ кăмăл-туйăмне сăвă çырса лăплантарнине мăшăрĕ, тен, сисмест те. Пурнăç тÿнтерлĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕ вăл. Вĕсене курса чунĕ пăлханнă самантра алла калем тытать хĕрарăм. Сăмах май, хастар авторăмăр пирĕн пата тăтăшах çырать. Çавна май пирĕн ăна хушма ят сĕнес килчĕ: Елена Лантăш. Хăйне килĕшсен унăн хайлавĕсене шăпах çак ятпа кăмăлласах пичетлĕпĕр.

Конкурса тăратнă ĕçсене ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Асамат сăвăç, юрăç пахаларĕ.

— Конкурса такмаксен тесе палăртнăран эпĕ вĕсене сăвă пек мар, шăпах çак шайра хакларăм. Вĕсемпе паллашнă чухне те кĕвĕлесех, баян туртса юрласах вуларăм, — терĕ Светлана Васильевна.

Пирĕн тĕп тÿре уява та хутшăнчĕ. Баян-тусĕпе илемлĕ чăваш кĕввисемпе савăнтарчĕ. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе пуянлатрĕ вăл пирĕн кĕрекене.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов тата унăн заместителĕ Геннадий Максимов «Хыпар» çурчĕн кăларăмĕсен яланхи тата çĕнĕ тусĕсемпе кăмăлтан хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Тав хучĕпе чысланă, парне панă май малашне те хаçатпа çирĕп çыхăну тытма сунчĕç.

Уява йĕркелеме пулăшнăшăн ООО «НПП «Элтех» ертÿçине Александр Казенова чĕререн тав тăватпăр.

Татьяна НАУМОВА.

Автор тата Марина ТУМАЛАНОВА

сăнÿкерчĕкĕсем.

Геннадий Максимова вăрнар такмакĕсем уйрăмах килĕшрĕç.
 
Светлана Асамат Елена Никитина такмакне «чи лайăххи» тесе палăртрĕ.
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
Георгий Тусли рифмăласа кăна калаçрĕ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.