Шыв тăварлă куççуле çаврăнса юхать

11 Çĕртме, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи Тепикассисем канăç çухатнă. Çак тăрăх çыннисен пурнăçĕ çу уйăхĕнчен тĕпрен улшăннине хам куртăм. Чей вĕретме те шыв çук вĕсен. Унсăр пуçне апат та пĕçермелле, выльăх-чĕрлĕх те шăвармалла, мунча та хутмалла...

Ял лавккинче пуçтарăннă халăх яланхи пекех шыв пирки калаçать. Чăнах, мĕнле пурăнмалла капла? Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче хăпартнă башня юрăхсăра тухнă, çавăнпах урамри колонкăран та, пÿртри кранран та шыв юхмасть. Душ та ĕçлемест, япала çумалли машина сасси те илтĕнмест...

Шыв башнине хута ярас тесе ял çыннисем 700-шер тенкĕ пуçтарса насос туяннă. Киввине çĕннипе улăштарсан та лару-тăру йĕркеленмен. Специалистсем урăх скважина чавма каланă. Çивĕч çак ыйтăва хăйсен вăйĕпе татса парайманнине лайăх ăнланать ял-йыш.

Тахăш самантра Нина кинемей айккине пăрăнса питне аллипе хупларĕ. Шыв тăварлă куççуле çаврăнса унăн пичĕ тăрăх юхса анчĕ. Пĕччен пурăнаканскерне çав тери шеллерĕм. Утса çÿренĕ çĕртех çын куçĕнчен пăхма тивет унăн. Юрать-ха тăванĕсем, кÿршисем пăрахмаççĕ ăна.

«Пушар ан тухтăр çеç. Шăрпăкпа вылясран ачасене асăрхасах тăмалла. Таçта пытанса пирус ан тивертчĕр вĕсем», — теççĕ аслă ÿсĕмри хĕрарăмсем.

Ял хĕрринчи пĕвери шывпа йăрансене шăварать халăх. Тен, çавăнпах ăшăхланма пуçланă вăл. Хур-кăвакал çеç çынсем шывсăр аптăранине туймасть. Вĕсене, чăмса пулă шыраканскерсене, кунтах лайăх.

Çынсем пластик савăтпа, пичкепе Вăрманкас Кĕçтемĕртен, Тапанар çывăхĕнчи Чашлама çăлкуçĕнчен ĕçмелли шыв илсе килеççĕ. Мотоблок та, çăмăл машина та çула тухма хатĕр. Эпĕ вара урапа тĕксе утакансем хыççăн Тепикасси çырминчи çăл патне антăм. Унпа малтан усă курман, çавăнпах шывĕ çынсене ĕçме юрăхлă мар. Выльăх-чĕрлĕхе лартса пама, пахча шăварма вара чухах.

Милия Федоровнăпа Игорь Петрович çак сукмака такăрлатма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çитмĕлтен иртнĕскерсен çырмаран хăпарма самай тăрмашма тивет. Вĕсем чăх-чĕп, качака усраççĕ.

Тивĕçлĕ канури Татьяна Лаврентьева авă кĕвентепе шыв ăсма аннă. Çакна курсан йăх-несĕл пурăннă вăхăта таврăннăнах туйăнать.

Çак тăрăхра кăна мар, ытти çĕрте те çакнашкал йывăрлăх сиксе тухма пултарать. Çавăнпах пĕлес килет, çивĕч çак ыйтăва миçе уйăхра татса пама пулать-ши?

Вăрманкас Кĕçтемĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Никитин çынсем лайăх пурнăччăр тесе çанă тавăрсах ĕçленине палăртать. Ял-йышпа темиçе хут та тĕл пулнă, калаçнă. Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков бюджетран укçа уйăрма шантарать. Халĕ ял çыннисем ĕçе хăвăртлатас тесе тепĕр 2-шер пин тенкĕ пуçтараççĕ. «Юрать иртнĕ эрнери пек шăрăх мар, çумăр çурĕ», — сăмахлать халăх.

Эдуард Васильевич специалистсем çак эрнерех ĕçе пуçăнассине пĕлтерчĕ. Апла тăк Тепикассисене çĕртме уйăхĕн вĕçĕнчех шывпа тивĕçтерес шанăç пур. Нина кинемей ан макăртăрччĕ, унăн сăнĕ кулăпа хăвăртрах çуталтăрччĕ.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.