Йăла-йĕркене кам упрĕ?

11 Çĕртме, 2016

— Мĕн пăшăрхантарать-ха мана паян? Ялсенче халăх чăвашла калаçманшăн кулянатăп. Ял ачисем тăван сăмахпа пуплемеççĕ-çке. Вĕрентекенĕсем те...

Пĕлтĕр Куславкка районĕнчи Елчĕк ялне уява кайнăччĕ. Ял халăхĕ пурăнать-çке унта, анчах тухса кала­çакансем пурте вырăсла саламларĕç. Пĕринчен те пĕр чăваш сăмахĕ илтеймерĕмĕр. Эпир çеç ăшă сăмахсене тăван чĕлхепе янăраттартăмăр. Паян та çавă асран тухмасть.

Те айван эпир — мĕн пуррине упрама пĕлместпĕр, те вăтанатпăр.

Чăвашла калаçма пулатех ĕнтĕ, тăрăшмастпăр çеç. Фольклор ушкăнне çÿрекенсем чăвашла юрлаççĕ-ха, анчах пĕр-пĕринпе вырăсла хутшăнаççĕ! Кĕçĕннисем çеç мар, аслисем те çапла. Комсомольски районĕнчи «Каçал» фольклор ушкăнĕпе Турцине кайма тиврĕ пĕлтĕр. Вĕсенчен те тĕлĕнтĕм. Ачисемпе телефонпа вырăсла анчах пакăлтатаççĕ. Комсомольски хула та мар-çке, сала. Элĕк те çавах — вырăсла калаçать. Шăмăршă пирки каламастăп та...

Чăваш чĕлхине хисеплеменни куç кĕрет. Чăваш юрри кăна мар, чĕлхи те пĕтет. Фольклор пирки калас пулсан, ушкăнсем йĕркелесе-тытса пыракансем пурте — аслăрах çултисем. Çамрăккисем те — хĕрĕхре. Вĕсем хыççăн йăла-йĕркене кам сыхласа-вĕрентсе пырĕ-ши? Тупрана кам упрĕ?

Регионсен хушшинчи «Пĕчĕк çеç путене» ачасен фольклор фестивальне 1990 çултанпа ирттеретпĕр. Виçĕ çулта пĕрре пулатчĕ вăл, çакă сайра пек туйăнать. Ăна малашне икĕ çулта пĕрре ирттермелле. Фольклор шăпи пăшăрхантарать мана.

Паллах, эпир çеç çак лару-тăрăва улăштараймастпăр, патшалăх шайĕнче пысăк тĕрев кирлĕ.

Воспитани чи малтан çемьерен тухать. Чĕлхене юратасси те атте-аннерен куçать. Анчах паян аслисен пуçĕнче урăх ыйтусем: пĕрисен ĕçлемелле, теприсен ĕçмелле. Ашшĕ-амăшĕ уясан тăван халăха хисеплекенсемех çитĕнĕччĕç, каппайлансан кĕçĕннисем те курнăçланаççĕ паллах. Пĕлÿ парас тĕллеве шкулсем пурнăçланине шута илсе вĕсене шанас килет. Анчах вĕрентекенсем те... чунĕпе чăваш мар.

Светлана ЛАВРЕНТЬЕВА, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.