Кашни çыннăн - сăваплă тивĕçĕ

Кĕçех пысăк уяв — Çимĕк — çитет. Ăна кăçал çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Ир-ирех çитмĕл çичĕ тĕслĕ курăкпа мунча кĕрсе тасалнă хыççăн ĕлĕкрен ялĕпех çăва çине утнă. Уяв умĕн чи малтан кил-çурта, кайран масара, ун таврашне тирпей-илем кĕртнĕ. Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пултăмăр. Масарсенчи лару-тăрăва тишкертĕмĕр.

Нумай пулмасть вырăнти депутатсем, ял старости тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн ĕçченĕсем Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакансемпе пĕрле субботник ирттерсе масар территорине тирпей-илем кĕртнĕ, çÿп-çапа пуçтарса çунтарнă, йывăç-тĕме каснă, вилтăприсен хушшинчи сукмаксене тасатнă. Ял старости Владимир Муравьев ертсе пынипе арçынсем масар пÿрчĕн кăмакине пăсса ун вырăнне хĕллехи вăхăтра хутса ăшăнма буржуйка вырнаçтарнă. «Субботнике питĕ нумай çын тухрĕ. Пĕрле туслăн ĕçлерĕмĕр. Пирĕн енче ытти çĕрти пек мар, масар çинче пачах та эрех ĕçмеççĕ, пĕр ÿсĕр çын та çук. Ял тăрăхне кĕрекен Элпуçсем çĕртмен 7-мĕшĕнче çăвана тасатма тухасшăнччĕ, кунĕпех çумăр пĕрĕхнине пула ĕçĕ чарăнчĕ, урăх кун каяççĕ халĕ», — терĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн специалисчĕ Ольга Максимова.

Çăвана пăхса тăрасси — кашни çыннăн сăваплă тивĕçĕ. Масар епле пулнинчен те курăнать ял халăхĕн пурнăçĕпе культури. Ку енче урамсенче те çÿп-çап выртнине кураймăн. Юнашарти Тĕмер ялĕн çăви çинче те тирпей-илем хуçаланатчĕ. Çитĕннĕ курăка çулнă, çÿп-çапран тасатнă. Карта айккипе те пиçен-вĕлтĕрен ашкăрмасть. Маларах пытарнă вырăн çеç вăрман пек курăнать. Халĕ нумай çул ÿсекен чечексем çитĕнтереççĕ пулсан ĕлĕк çăва çине йывăç ытларах лартнă. Вĕсене халĕ касма та пĕлмелле мар: мăнаçлă тирексемпе хурăнсем палăксемпе хĕрессем çине ÿкме пултараççĕ. Чиесене те тĕпрен кăклама йывăр, çуркунне тепĕр çĕрте шăтатех. Тахçанхи ватă йывăçсем кĕркунне таврана çулçă тăкаççĕ, тураттисем хуçăла-хуçăла анаççĕ. Çĕнĕ масар çинче вара пĕр йывăç тĕмĕ те кураймăн. Унти вилтăприсем çинче хĕм сапакан хитре чечексем ешереççĕ.

Елена АТАМАНОВА.

 

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.