СУЙЛАМАХ ТИВЕТ
Эмел курăкĕсемпе сипленнĕ чухне вĕсем хăçан мĕнле витĕм кÿнине пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, пĕрисене юрăхлă ÿсен-тăран теприсене сиенлĕ витĕм кÿрет. Çавăнпа суйласа сипленмелле.
Юна çăратакан курăксем: шатра курăкĕ /пастушья сумка/, сирень, чăрăш тăрри /хвощ/, шăнăр курăкĕ /подорожник/, кушак курăкĕ /валериана/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, чĕре курăкĕ /пустырник/, сарă кушак ури /бессмертник/, календула, çăка, лачака тип курăкĕ /сушеница/, сив чир курăкĕ /репешок/, вил шыв курăкĕ /манжетка/, пилеш курăкĕ /пижма/.