1 Çĕртме, 2016
ПУÇ ЫРАТНИ СИСТЕРĔ
Пуç ыратни мĕн пирки систерме пултарать-ха? Вăл хăш тĕлте ытларах палăрнинчен пĕр-пĕр чир пуррине пĕлме пулать. Çак йĕркесене тимлĕрех вулама сĕнетпĕр.
- Куç улми ăшĕнче ыратни — хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк пулни.
- Куç тĕлĕнче ыратни — гастрит палли.
- Çамка тĕлĕнче ыратсан язва пулма пултарать.
- Куç харшисен тĕлĕнче ыратать пулсан — хырăмлăхра шыçă процесĕ пырать.
- Пуçăн мал енче, çамкаран çÿлерех, çÿç ÿснĕ вырăнта ыратать — пыршăлăх ĕçĕ пăсăлнă.
- Лĕпке тĕлĕнче ыратать — хĕрарăмсен амалăх чирĕсем пур е фаллопи пăрăхĕсем шыçнă.
- Пуç тÿпи тĕлĕнче ыратни пÿре чирĕсем пирки систерет.
- Ĕнсере — шăк çулĕсен ĕçĕ пăсăлнă.
- Мăйăн хыçалти, çÿлти пайĕнче — невралги аптратать.
- Тăнлавсем тĕлĕнчи ыратни — пуç купташки-миме тата çурăм шăмминчи миме нервĕсен ĕçĕ пăсăлнин палли.
- Ыратни аялти янах шăммине куçать пулсан шăл тунисемпе шăлсем шыçма, инфекципе сиенленме пултарнă.
- Хăлха шăтăкĕ умĕнчи путăк ыратни катаракта аталанас хăрушлăх пысăк пулнине пĕлтерет.
- Пуçăн сылтăм енĕ ыратать — тен, пĕвер ĕçĕ пăсăлнă.
- Сулахай енĕ ыратни — сула ĕçĕ йĕркеллех маррин палли.