СЫВЛĂХА ÇИРĔПЛЕТЕКЕН ХУСКАНУСЕМ

Тибет медицинин тĕп уйрăмлăхĕ — чир паллисенчен мар, унăн сăлтавĕсенчен сиплени. Вăл пулăшнипе сывлăха лайăхлатма пулать. Сире тибет гимнастикин ирхи зарядка валли меллĕ комплексĕпе паллаштаратпăр. Вăл кирек кама та юрать. Ăна вăрансанах вырăн çинче выртса тумалла. Хусканусене тунă чухне куçа хупмалла. Гимнастика япаласен ылмашăнăвне лайăхлатнипе пĕрлех мышцăсен тĕрлĕ ушкăнне ĕçлеттерет, хăйне евĕр сиплĕ витĕмпе палăрса тăрать.

1. Алăсене хăлхасем çине хумалла, пысăк пÿрнесене вĕсен хыçнелле ямалла. Алăсене аялалла шуçтармалла, çак вăхăтра пуç пÿрнесемпе пĕтĕм хăлха тăрăх сăтăрса пымалла. 30 хускануран кая мар тумалла. Çак хăнăхтару вăй-хал кĕртет, пит пĕркеленесрен хÿтĕлет, пит нервне массаж тăвать, шăл тунине, шăлсене çирĕплетет, куç çивĕчлĕхне, тăнлавсен тĕлĕнче юн куçассине лайăхлатать.

2. Сылтăм алла çамка çине хумалла, ун çине — сулахай алла, кача пÿрнене вĕсене хускатнă чухне куç харшисем çийĕн куçса пымалла вырнаçтармалла. Ывăç тупанĕсене сылтăмалла-сулахаялла 20-шер хутран кая мар шуçтармалла. Хăнăхтару юн куçассине лайăхлатать, пуç ыратнине, çаврăннине ирттерет.

3. Хупă куçсене хуçлатнă пысăк пÿрнесен тÿртен енĕпе çавра хусканусемпе массаж тумалла. 15-рен кая мар çавра хускану тумалла. Хăнăхтару куç чирĕсенчен хÿтĕлет, куç çивĕчлĕхне лайăхлатать, нерв тытăмне лăплантарать.

4. Алăсене черетлесе ывăç тупанĕсемпе мăя çÿлтен аялалла 20 хут сăтăрмалла. Унтан — тепĕр алăпа 20 хут. Хăнăхтару ылмашăну ĕçĕсене тата тата шалти органсене ырă витĕм кÿрет.

5. Алла /арçынсен — сылтăммине, хĕрарăмсен — сулахаййине/ çара хырăм çине хумалла, ун çине — тепĕр алла. Кăвапа тавра сехет йĕппи куçнă май çавра хусканусемпе 30 хутран кая мар шăлса тухмалла. Хăнăхтару юн куçассине, пыршăлăх перистальтикине лайăхлатать, апат ирĕлессине, шалти органсен ĕçне йĕркене кĕртет, хырăм мускулатурине çирĕплетет.

6. Çурăм çинче выртнă май хырăма çурăм шăмми патнелле туртса кĕртмелле, унтан хытă мăкăртмалла. Хусканăва 20 хутран сахал мар тумалла. Хăнăхтару ват шĕвекĕ, юн юхăмне лайăхлатать, лимфа куçăмне вăйлатать, пĕверпе пыршăлăх ĕçне йĕркене кĕртет, çавна пула ытлашши виçе те майĕпен хухма пуçлать.

7. Çурăм çинче выртнă май урана чĕркуççире хуçлатмалла та кăкăр патнелле вăйпа туртмалла. Хуçлатнă ура кĕлипе купарчана çатлаттармалла, урана тăрук тÿрлетмелле. Кашни урапа 15-шер хут тумалла. Хăнăхтару хырăм мышцисене çирĕплетет, шалти органсене массаж тăвать, шалти секреци парĕсен ĕçне лайăхлатать.

8. Кравать çинче урасене усса лармалла. Сулахай урана сылтăммин чĕркуççийĕ çине хумалла, сылтăм алăпа ура лаппин çÿл енне 20 хутран кая мар сăтăрса массаж тумалла. Унтан çак мелпех — сылтăм ура лаппине сулахай алăпа. Хăнăхтару чĕре ĕçне йĕркелет, ура сыпписем шыçсан, ревматизм чухне пулăшать.

9. Ларнă май алăсен пÿрнисене ĕнсе хыçĕнче хĕреслентермелле. Хыçалалла авăнса ĕнсене 20-25 çеккунт массаж тумалла. Хăнăхтару пуç патне юн пырассине, çурăм шăмминчи миме шĕвекĕ куçассине вăйлатать, мăя, кăкăр формине ырă витĕм кÿрет.

10. Гимнастикăна шалти хăлхана массаж тунипе вĕçлемелле. Алăсене хăлхасем çине хумалла, пÿрнесене сармасăр ĕнсе çинелле ямалла. Пÿрнесен вĕçĕсемпе ĕнсене черетпе шаккамалла. Çак массаж хăлха шавласан усăллă, хăлха япăх илтме пуçласран хÿтĕлет, пуç ыратнинчен сиплет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.