ÇĔРТМЕ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?
Хĕвел, Йĕкĕреш паллинче пулнă май, тем те пĕлес килекен туйăма тата сисĕмлĕхе вăйлатма пулăшать. Çĕртмен уйăх циклĕ Уйăхăн юлашки чĕрĕкĕнчен пуçланать. Ку — вăрах чирсенчен эмел курăкĕсем пулăшнипе сыхланма тата сипленме уйрăмах лайăх тапхăр. Çĕнĕ Уйăх кунĕнче /çĕртмен 5-мĕшĕ/ ÿсен-тăран диетине пăхăнма е апат пачах çимесĕр пурăнма сĕнеççĕ. Малаллахи кунсенче туллин апатланмалла, рационра пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулмалла. Уйăх тулнă /çĕртмен 20-мĕшĕ/ хыççăн вăй-хал чылай тăкакламалли ĕçсене пуçăнмалла. Çак тапхăрта апат нумай çисен те кĕлетке виçи ÿсмĕ.
Сурăх /Овен/
Сурăхсен çĕртме уйăхĕнче кая хăварма юраман, хăвăртрах татса памалли ĕç темĕн чухлех. Вĕсем чир-чĕр пирки шухăшласшăн та мар. Çакна пула асăрханмасăр аманма пултараççĕ. Сурăхсене сывлав гимнастики туни усăллă, вăл организма юна лайăхрах çÿретме май парать.
Вăкăр /Телец/
Çĕртмере Вăкăрсем хăйсен укçа-тенкĕ лару-тăрăвне лайăхлатас ыйтусемпе тимлеççĕ. Анчах энерги тăкаклани кирлĕ витĕм кÿреймесен вĕсен çурăм ыратма пултарать. Сахал хускануллă пурнăç йĕркине пăхăннине пула пыр, шăк-арлăх тытăмĕ шыçас хăрушлăх ÿсет.
Йĕкĕреш /Близнецы/
Çак уйăхра Йĕкĕрешсен пурнăç хавалĕ вăйлă, вĕсем чирсене çăмăллăнах парăнтараççĕ, вăрах чирĕсем те хăйсем пирки аса илтермеççĕ. Анчах ку энергие пĕр шухăшсăр тăкакламаллине пĕлтермест. Вăй-хала упрăр!
Рак
Çĕртмере Раксем пуçĕпех хăйсен тĕнчине кĕрсе ÿкеççĕ. Çавăнпа, тухтăрпа канашласа, вăрах чирсен сăлтавĕсене тупма кăна мар, вĕсенчен сипленмелли чи лайăх мелсемпе хатĕрсене те палăртма пултараççĕ.
Арăслан /Лев/
Арăслансем çĕртме уйăхĕнче малашлăха талпăнаççĕ, анчах вăй-халне тĕрĕс хаклама пĕлмеççĕ. Ку чĕре ĕçĕ пăсăлнин сăлтавĕ пулма пултарать. Унсăр пуçне ытлашши йывăр ĕçлени ура венисенчи юна çывăрса ларма, пилĕке ыраттарма витĕм кÿрет. Уçă сывлăшра канмалла, шыва кĕмелле е кашни кун контраст душĕ айне тăмалла.
Хĕр /Дева/
Çу пуçламăшĕнче Хĕрсем вăй-хал ĕçĕ пирки пачах манаççĕ, професси ÿсĕмне, карьерăна тĕп вырăна хураççĕ. Нервсем карăннипе ыйхă пăсăлма пултарать. Кашни каç урамра уçăлса çÿремелле.
Тараса /Весы/
Тарасан хĕвел паллинче çуралнă çынсен биохăвачĕ — çĕртме уйăхĕнче çÿллĕ шайра, ку сывлăх лайăххипе те палăрать. Сиплекен тухтăр енчен чару çук пулсан çак уйăхра инçе çула тухма, командировкăна кайма, активлă канма иккĕленсе тăмалла мар.
Скорпион
Çĕртме вĕсемшĕн — уйрăмах кăткăс уйăх. Хăйĕнпе ялан кăмăлсăр пулни Скорпионăн шалти органĕсене юлашки вăйран ĕçлеме хĕтĕртет, ку иммун тытăмне япăх витĕм кÿрет. Тĕрлĕ инфекци ерме пултарать. Май килсен профилактика сиплевĕ ирттерме санаторие кайсан вырăнлă.
Ухăçă /Стрелец/
Ухăçăсем çу пуçламăшĕнче кирек мĕнле ушкăна чĕртсе яма пултараççĕ, çынсемпе çăмăллăнах хутшăнаççĕ, чир пирки пачах шухăшламаççĕ. Анчах туссемпе тăванĕсен ыйтăвĕсене ытла çывăха илеççĕ. Çавăнпа хăйсенне çук чирсене те тупса тăрăшсах сипленме пултараççĕ.
Ту качаки /Козерог/
Ту качакисемшĕн — сывлăха çирĕплетме тата вăрах чирсенчен сипленме тытăнмалли уйрăмах меллĕ вăхăт. Биохăвачĕ пысăк пулни вĕсене вăй-хала хăвăрт тавăрма, лайăх апатланни тата виçеллĕ физкультура лайăх туйма, шалти органĕсене малашне те йĕркеллĕ ĕçлеме витĕм кÿрет.
Шыв тăкан /Водолей/
Шыв тăкансен организмĕ çĕртме уйăхĕнче йĕркеллĕ ĕçлет, çавăнпа вĕсем сывлăх пирки шухăшласах каймаççĕ. Çапах та çăкăр-булка, кондитер çимĕçĕсем сахалрах çисен тĕрĕсрех. Унсăрăн нумай хускалсан Шыв тăкансем хăвăрт ÿт хушаççĕ.
Пулă /Рыбы/
Çĕртме уйăхĕ Пулăсен апат ирĕлтерекен тытăмĕн çирĕплĕхне тĕрĕслет тейĕн, мĕншĕн тесен вĕсем çу пуçламăшĕнче лайăх аппетитпа кăна мар, апата уямасăр çинипе те палăрса тăраççĕ. Вар-хырăм пăсăласран пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çиме, мультивитамин шĕвекĕсем ĕçме тăрăшмалла.