АЛЛЕРГИ СĂЛТАВĔ - ЧЕЧЕК ТУСАНĔ
Ача поллинозпа /чечек тусанне аллерги/ аптрать-и? Аллергологсен сĕнĕвĕсене пăхăнни лару-тăрăва лайăхлатма пулăшĕ.
1. Килте. Ачан пуçне кашни каçах çумалла тата вăл кунĕпе тăхăнса çÿренĕ япаласене пÿлĕмре хăвармалла мар. Çĕрле тата кăнтăрлахи апат çинĕ хыççăн çывăрма выртсан чÿречесене хупмалла. Пÿлĕмсене ирсерен, сывлăшра чечек тусанĕ чи сахал вăхăтра, уçăлтармалла. Ачана пыл асăрханса çитерĕр. Пылра аллерген тусанĕн пайĕсем пулма пултараççĕ. Çунă япаласене уçă сывлăшра ан типĕтĕр.
2. Дача-пахчара. Ача çывăхра пулсан курăк çулмасан, тĕмсене касмасан лайăх. Пахчара аллерген йывăçсем — хурăн, шĕшкĕ, туя, кипарис — пулмалла мар. Сиенсĕр явăнчăк клематис, глицини, кашкăр çырли /жимолость/ ÿстерни вырăнлă. Чечексем /мимозăсăр пуçне/ аллергие ямаççĕ.
3. Отпускра. Канма кайнă чухне çак тапхăрта чечек тусанĕ хăш регионра уйрăмах вăй илнине шута илмелле. Паллах, унта ачана япăх пулать. Çавăн пекех çиллĕ типĕ çанталăкра е вăйлă çумăр хыççăнхи кунсенче уй-хире, вăрмана каймалла мар. Çумăр чечек тусанне аркатса унăн вĕтĕ пайĕсене сывлăшра анлă сарнине палăртаççĕ.
4. Машинăра. Чÿречисене хупă тытмалла. Вентиляци тытăмĕпе усă курмасан лайăхрах, мĕншĕн тесен чечек тусанĕ ун витĕр салона лекет. Инçе çула тухмалла, анчах ачан аллерги вĕрĕлнĕ пулсан машинăра кондиционер ĕçлесен лайăхрах.
Сăмах май, ачан аллерги ан пултăр тесен аллергик-амăшĕн çие юлсан цитруссем, çăмарта, пыл, мăйăр çимелле мар. Аллергие туртăм пур ачасене май килнĕ таран ытларах вăхăт кăкăр ĕмĕртмелле.