Комментари хушас

1 Çĕртме, 2016

“ЧĔРĔ” САЛАТСЕМ

Чĕрĕ пахча çимĕçрен, улма-çырларан, мăйăртан, ÿсен-тăран вăрринчен хатĕрленĕ апатсем уйрăмах усăллă.

Гемоглобин пĕчĕк чухне. Шултра теркăпа симĕс 1 панулмине тата симĕс 1 йÿç кăшмана хуппипех хырмалла. 1 пăлхар пăрăçне тăваткалсем туса вакламалла, ешĕле вĕтетмелле. Пĕтĕмпех хутăштармалла, хăйма ямалла, тутă кĕмелĕх тăварпа пăрăç сапмалла.

Ача кĕтекен хĕрарăмсем валли. 1 банана хуппинчен тасатса вакламалла, савăта хурса вакланă 1 çыхă шпинатпа тата вĕтетнĕ çур стакан мăйăрпа хутăштармалла. Тутă кĕмелĕх техĕмлĕхсем хушмалла. Бананра, шпинатра, мăйăрта хырăмри ачан ÿсĕмне ырă витĕм кÿрекен В6 витамин нумай.

Чĕре чирлĕ пулсан. 500 грамм хĕрлĕ купăста, 3-шер апат кашăкĕ лимон сĕткенĕпе мăйăр, çур сухан, кăштах йĕтĕн çăвĕ, укроп, тăвар кирлĕ. Купăстана вĕтĕ вакламалла, лимон сĕткенĕ сапмалла, алăсемпе лÿчĕркесе çемçетмелле. Сухана çÿхе çурма çаврашкасем туса касмалла, купăста çине хумалла, укроп, мăйăр ярса пăтратмалла. Йĕтĕн çăвĕ хушмалла, тăвар сапмалла.

Арçын сывлăхĕшĕн лайăх. 200-шер грамм аçтăрхан мăйăрне, хулăн туналлă сельдерее, шăмăсăр 7 финика, симĕс суханăн 2 çулçине вакламалла. Савăта пĕрле хурса пăтратмалла, тутă кĕмелĕх тăвар сапмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.