Чăваш апачĕ конкурса хутшăнать
Чăваш Енре туса кăларакан апат-çимĕç Раççейри конкурса хутшăнать.
Регионсен бренчĕсен «Раççей тути» наци конкурсне çĕршывăн Ял хуçалăх министерстви ирттерет. Конкурса хутшăнакан апат-çимĕçе Раççейĕпех пĕлтерес тĕллевпе йĕркеленĕ ăна.
Эксперт комиссийĕ вĕсене раштав уйăхĕнче суйласа илĕ. Унччен халăх сасăлавĕ иртет. Финалистсене сакăр номинаципе палăртĕç. Пирĕн республикăри предприятисем конкурса шăрттан, Çĕрпÿ пĕремĕкне, чăваш пылне тата качака сĕтне тăратнă.





Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Чăваш çăкăрпродукчĕ» акционер обществинче Владимир Яковлев гендиректорпа цехсем тăрăх çÿре





