Лариса АЛЕКСЕЕВА.

3 Çĕртме, 2020

Республикăра сĕте экспорта ăсатасси ÿссех пырать

Пандеми тапхăрĕнче çынсем сĕт юр-варне сахалрах çини, çу кунĕсенче чĕр тавара ытларах туса илни рынокра та систерет, сиплĕ çимĕç ытлашшипех темелле. Чăваш Енри сĕт тирпейлекен предприятисем продукцийĕсене ют çĕршыва ăсатма тытăннă. «Центр Агроаналитики» ФГБУ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере кăна республикăран сĕт 13 пин долларлăх экспорта янă.

Чи пысăк калăпăш — Шупашкарти сĕт завочĕн. Пастеризациленĕ сĕте Узбекистана, Украинăна сутнă. Пурĕ сĕт продукцине 40 тонна экспортланă.

6 Раштав, 2017

Сĕт хакĕ ÿсет е чакать?

ЧР Ял хуçалăх министерстви республикăри хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакне сăнасах тăрать. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхран 1 литр сĕте вăтамран 19,5 тенкĕпе пуçтарнă.

1 Чÿк, 2017

Этнографи диктанчĕ иртет

Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Аслă этнографи диктанчĕ» акци иртмелле. Хальхинче этнографипе пĕлÿ шайне Раççейре пурăнакансем кăна мар, чикĕ леш енчи йăхташсем те тĕрĕслеме пултараççĕ.

Пирĕн çĕршывра 193 халăх çынни пурăнать. Этнографи диктанчĕ вĕсен культурине, йăли-йĕркине, историне лайăхрах пĕлме пулăшать. Кун пек мероприятие иртнĕ çул малтанхи хут йĕркеленĕ. Унта Раççейри, Турцири, Швейцарири 90 пин çын хутшăннă.

1 Чÿк, 2017

Туслăх çурчĕ

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Хусанкай урамĕнче Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлмалла.

Кивĕ çурта юсаса йĕркене кĕртме 10 млн тенкĕ уйăрнă. Çак илемлĕ те хăтлă вырăнта республикăра пурăнакан халăхсен центрĕ ĕçлĕ.