Туслăх çурчĕ

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Хусанкай урамĕнче Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлмалла.

Кивĕ çурта юсаса йĕркене кĕртме 10 млн тенкĕ уйăрнă. Çак илемлĕ те хăтлă вырăнта республикăра пурăнакан халăхсен центрĕ ĕçлĕ.

Халăхсен туслăхĕн çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçнă май куравсем йĕркелĕç. Мероприятие пухăннисене Чăваш Енре пурăнакан халăхсен пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарĕç. Паллă саманта федерацин Атăлçи округĕнчи Халăхсен туслăхĕн çурчĕсен ертÿçисем хутшăнмалла. Çав шутра Раççей Халăхсен ассамблейин председателĕ Светлана Смирнова та.

 

Лариса АЛЕКСЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.