Комментари хушас

3 Çĕртме, 2020

Республикăра сĕте экспорта ăсатасси ÿссех пырать

Пандеми тапхăрĕнче çынсем сĕт юр-варне сахалрах çини, çу кунĕсенче чĕр тавара ытларах туса илни рынокра та систерет, сиплĕ çимĕç ытлашшипех темелле. Чăваш Енри сĕт тирпейлекен предприятисем продукцийĕсене ют çĕршыва ăсатма тытăннă. «Центр Агроаналитики» ФГБУ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере кăна республикăран сĕт 13 пин долларлăх экспорта янă.

Чи пысăк калăпăш — Шупашкарти сĕт завочĕн. Пастеризациленĕ сĕте Узбекистана, Украинăна сутнă. Пурĕ сĕт продукцине 40 тонна экспортланă.

«Шупашкар хулин сĕт завочĕ» пĕрлешÿре икĕ çул каялла çĕнĕ лини хута кайнă. Вăл пĕр сехетре 8 пин чĕркем тарăн пастерилизациленĕ продукци хатĕрлесе кăларма май парать.

Çывăх вăхăтра предприятире иккĕмĕш технологи цехĕ ĕçлеме пуçламалла. Унта сĕте пастерилизацилесе тултармалла. Пĕр сехетре 6 пин чĕркем çимĕç хатĕрлесе кăлармалла. Çапла вара талăкра 300 тонна сĕт тирпейлемелле. Хальхи вăхăтра çĕнĕ линие вырнаçтарса пĕтернĕ ĕнтĕ. Ăна тĕрĕслеме тытăннă.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.