предприятисем

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Китайран килнĕ официаллă делегаци — ăна Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн ертсе пычĕ — паян Шупашкарти «АККОНД» кондитер фабрикин

В. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче «Сывлăх — ĕç вырăнĕнче» корпоратив программине хута ярасшăн. Ăна йĕркелесси федерацин «Общество сывлăхĕ» проекчĕпе çыхăннă.

Паян акционерсен «Промтрактор» производство обществин сăнав полигонĕнче нефтьпе газ, сăртлă-туллă çĕр айĕнчен чĕр тавар кăларакан тата промышленноç объекчĕсем тăвакан строительство предприятийĕсен представителĕсем Раççейĕн 70 ытла субъектĕнчен пуçтарăнчĕç.

Унта «ЧЕТРА» — Шупашкарта трактор тăвакансен — техникине презентацилерĕç.

"Дорэкс" - республикăри çул-йĕре тытса тăрас енĕпе ĕçлекен чи пысăк предприятисенчен пĕри. Кăçал организаци йĕркеленнĕренпе 50 çул çитрĕ. Паян "Дорэкс" ĕçченĕсем уява пухăнчĕç.

Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Акашевская» чăх-чĕп фабрики пусса тирпейлекен цеха хупать — пĕлтерет Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви. Хăй вăхăтĕнче фабрика республика харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене тата производство обћекчĕсене туянса чăх-чĕп ĕрчетме тытăннă, производство хăватне ÿстерсех пынă. 2017 çулта 7,3 пин тонна аш-какай туса илнĕ, ку вăл 2016 çулхипе танлаштарсан 106% нумайрах. Кăçалхи 8 уйăхри кăтарту вара 7,9 пин тоннăпа танлашнă.

Pages

Subscribe to предприятисем